Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă ачалăхшăн

26 сентября 2009 г.

Воспитатель ĕçĕ питĕ йывăр. Кунпа никам та тавлашаймĕ. Кăшкăракан вуншар ачапа пĕр чĕлхе тупса пăх-ха; Лайăх тата ырă кăмăллă воспитатель патне çеç ачасем туртăнаççĕ, ăна юратаççĕ, чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ача садĕнчен тухса кайсан та кун пеккисене çепĕç туйăмпа аса илеççĕ. Районти "Пилеш" ача садĕнче шăпах çакăн пек воспитательсем тăрăшаççĕ. Паянхи сăмах кăçал Чăваш Ен Президенчĕн грантне тивĕçнĕ Н.Г.Гусельщиковапа И.М.Абакумова воспитательсем пирки пырĕ.

Шупашкарти педагогика училищинче вĕренсе алла диплом илсен Н.Гусельщикова Етĕрнери ача çуртĕнче тимлеме пуçлать. Часах Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ хĕр Хĕрлĕ Чутай каччипе пĕр çемье çавăрать, унтан "Пилеш" ача садĕнче воспитательте вăй хума тытăнать. Ку ĕçре 1985 çултанпа тăрăшать. Чунпа юратса суйласа илнĕ Надежда Григорьевна воспитатель ĕçне.

– 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çак професси еннелле туртăнма пуçларăм, – каласа парать пысăк опытлă специалист. – Ас тăватăп-ха, шкулти вырăс чĕлхи учителĕн хĕрĕ Канашри педагогика училищинче ăс пухатчĕ. Хĕрĕ хутран е пусмаран касса çыпăçтарса тунă аппликацисене педагог пире кăтартатчĕ. Вĕсене пăхса питĕ ăмсанаттăм. 8-мĕш класс пĕтерсен килтисем мана кооператив техникумĕнче вĕрентесшĕнччĕ. Анчах та унта вĕренме кăмăл туртманран документсене кайса илтĕм, килтисене мана техникума илмерĕç тесе суйрăм. Паянхи кунччен те çак утăма тунишĕн ÿкĕнместĕп. Эпĕ пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илнĕ – воспитатель ĕçне. Хамăн ĕçе чунтан юрататăп, шăпăрлансемпе кунĕпе тăрмашсан та ывăннине туймастăп. Каçхине çывăрма выртсан та ачасене куратăп, вĕсемпе ыран мĕнле интереслĕ занятисем ирттерессине планласа хуратăп.

Н.Гусельщикова пурнăç таппипе тан утса пыма тăрăшать. Район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссенчен аякра юлмасть, ачасемпе тăтăшах вĕсенче хутшăнаççĕ. Акă, иртнĕ çул Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Надежда Григорьевна пуçарăвĕпе ушкăнти ачасен ашшĕ-амăшĕсем Етĕрнери ача çуртĕнчи тăлăхсем валли алсиш-нуски çыхса панă. 2008 çулта "Светофорик" конкурсăн районти тапхăрĕнче "Чи лайăх ача-пăча агитбригади" номинацире çĕнтерÿçĕ пулнă. Аслă Çĕнтерĕве 63 çул çитнине халалласа иртнĕ "Чи лайăх вак-тĕвексем" конкурсра Н.Гусельщикован воспитанникĕ В.Башкиров пĕрремĕш вырăна тухнă. Раççей шайĕнчи ăмăртусене ачасемпе пĕрле хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илни те пайтах. Ку мĕне пĕлтерет-ха; Воспитатель питĕ хастар пулнине, вăл ачасен тавра курăмне аталантарассишĕн, пепкен уйрăм пултарулăхне тупса палăртассишĕн пĕтĕм вăй-халне шеллеменнине. Унсăр пуçне Надежда Григорьевна ялан çĕннине, ачасемшĕн усăллине шырать. Вăл яланах шырав тĕнчинче тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Тĕслĕхрен, хăйĕн ушкăнне уйăрса панă ача сачĕн территорийĕнчи лаптăкра питĕ хитре. Вăл хăйĕн аллисемпе альпи тăвĕ йĕркеленĕ, пĕчĕк фонтана ĕçлеттерсе янă. Çавсене валли Сăр хĕрринчен пĕр михĕ рак хуранĕ (ракушки), аллейăран пысăк чул илсе килнĕ. Тĕлĕнмелле пултаруллă воспитатель вăл.

Малашлăх планĕсем те унăн питĕ пысăк. Акă, Аслă Çĕнтерĕве халалласа иртекен çамрăк армеецсен парадне ушкăнти ачасемпе хутшăнасшăн.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика