Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утса тухнă утмăл çул

12 сентября 2009 г.

Кăçалхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Аврамович Максимов 60 çул тултарчĕ. Кирек епле юбилей те утса тухнă çулсене çаврăнса пăхма, тишкерме, хак пама, малашлăх тĕллевĕсене палăртма хĕтĕртет. Акă, пурнăç тăршшĕнче кăмăл-туйăма пăсаканни те, чун-чĕрене çĕклентерекенни те пайтах пулнă. Çапах та ырри, мăнаçланмалли ытларах.

Вăл Енкĕлт ялĕнче кун çути курнă. 1966 çулта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çав çулах районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне ĕçе вырнаçнă. Пĕр хушă токарь пулса тăрăшнă. Пĕчĕклех тимĕр-тăмăрпа аппаланма юратнă çав. Чун-чĕри техникăна та çывăх пулнă. Çавăнпах вăл нумай шухăшласа тăман, Чăваш ял хуçалăх институтне çул тытнă. Унта механизаци факультетĕнче пĕлÿ пухма пуçланă.

– 1972 çулта, алла инженер-механик дипломне илнĕскере, направленипе хамăр районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвнех ĕçлеме ячĕç, – аса илчĕ иртнине Олег Аврамович. – Кунта мана тÿрех автомобильсене техника пулăшăвĕ паракан станци начальникне лартрĕç. Çакна та палăртса хăвармалла пулĕ. Вăл вăхăтра унта 100 автомашина ытлаччĕ. Коллектив та пысăк йышран тăратчĕ.

О.Максимов Совет Çар ретĕнче службăра тăнă. Демобилизаци йĕркипе киле таврăнсан каллех "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче вăй хума пуçланă. Малтанах çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе тивĕçтерекен инженер тивĕçĕсене пурнăçласа пынă, хыççăн мехотряд инженер-технологĕ пулса тăрăшнă.

Олег Аврамович кирек ăçта та халăхпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Вăл коллектива пĕр чăмăра пĕрлештерме, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе малалла утма хавхалантарма пултарнă. Çакна пуçлăхсем асăрханă, ăна пысăкрах должноçсем шанса панă. Пилĕк çул хушши вăл "Чăвашагропромхимтрестăн" ятарлă уйрăмĕн тĕп инженерĕ пулса тăрăшнă. 1980 çулта ăна "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн управляющийĕн снабжени енĕпе ĕçлекен çумне лартнă. Кайрантарах районти "Агропромхими" пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пынă. 1990 çулта "Хĕрлĕ Чутайри сельхозхими" патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ пулма шаннă.

– Çав çулсенче эпир районти хуçалăхсене пулăшса пысăк ĕçсем туса ирттереттĕмĕр, – терĕ Олег Аврамович. – Уй-хире тислĕк сахал мар кăларнă, пусăсене минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă. Хурт-кăпшанкăна тата тĕрлĕ çум курăксене хирĕç кĕрешсе хими им-çамĕ мĕн чухлĕ сапнă-ши тата; Тăрăшуллă ĕç сая кайман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче районти хуçалăхсем тыр-пул тухăçне палăрмаллах ÿстерчĕç.

Пĕрлешÿре хăватлă техника чылай пулнă. Вĕсене опытлă механизаторсем ĕçлеттернĕ. Ертÿçĕсем кашнинчен çирĕп ыйтнă. Çавна май дисциплина çÿллĕ шайра пулнă. Ĕç ăнса пынине те палăртса хăвармалла. Коллектив кварталти, çулталăкри плансене чыслăн пурнăçласа пынă. Çĕр пулăхне ÿстерес тĕллевпе лаптăксене нумай извеçленĕ, фосфоритланă тата калипе пуянлатнă. Техника хĕрÿ тапхăрсенче ахаль тăни пулман. Çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе те, саппас пайсемпе те туллин тивĕçтерсе тăнă.

1992 çулта ĕçри пысăк кăтартусемшĕн Олег Аврамовича "Чăваш АССРĕнчи ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1992 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн ăна ял хуçалăхĕнче тунă çитĕнÿсемшĕн ЧАССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

О.Максимов общество ĕçĕнчен нихăçан та пăрăнман. 1991 çулта ăна район Канашĕн депутатне суйланă. Вăл халăх депутачĕсен район Канашĕн председателĕн çумĕ пулнă. 1994 çулта вара Хĕрлĕ Чутай 17-мĕш административлă территори округĕ тăрăх ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне суйланă.

Олег Аврамович паян ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшать, терĕмĕр. Ĕçĕ канăçсăр унăн. Хĕрлĕ Чутай район центрĕ пулнă май кунта тирпей-илем кĕртмелли, нумай хваттерлĕ çурт-йĕре юсаса çĕнетмелли тупăнсах тăрать. Хăйĕн тивĕçĕсене чыслăн, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать О.Максимов.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика