Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕ тумхахсăр мар

01 августа 2009 г.

Хĕрлĕ Чутай салинчи Çирĕккасси урамĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Ивановна Падюкова телейне те çакăнтах тупнă. Пĕр ял каччипех, Иосиф Ивановичпа, туслашса çемье çавăрнă, икĕ ача (ывăлпа хĕр) çуратса ÿстернĕ. Шел те, пĕрле ĕмĕре ĕмĕрлеме тÿр килмен мăшăрсене. Кил хуçи хĕрарăмĕ 40 çултан иртсенех тăлăха юлнă. Икĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă, çын тунă.

Р.И.Падюкова 1937 çулта кун çути курнă. Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ. Раиса чи кĕçĕнни пулнă. Паянхи кун ултă ачаран виçĕ пĕр тăван çеç пурăнаççĕ.

Раиса, аслисем те ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхне, вĕсен юратăвне туйса ÿснĕ. Аслисем хĕрсене ирех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Çавăнпах пулĕ Раиса аппа халĕ те вăр-варлăхĕпе, çивĕчлĕхĕпе палăрса тăрать. Пĕр тума тытăннă ĕçе ырана хăварма хăнăхман вăл. Ĕмĕрех çăмăл мар, анчах яваплă ĕçре тăрăшнăран ĕнтĕ ку. Раиса Ивановна 30 çул-çке районти çăкăр заводĕнче çăкăр пĕçернĕ çĕрте вăй хунă.

Çавăн çул вĕри кăмака умĕнче тăпăртатса тăма кам тÿсĕмлĕх çитертĕр; Раиса Ивановнана вара Турри чăтăмлăхпа вăй-халне туллиех панă. Район çыннисене ăшă та çемçе çăкăрпа тивĕçтерме пултарнишĕн, ырă ĕç тунишĕн савăнса ĕçленĕ вăл заводра. Пĕçернĕ çăкăра пин-пин çын тутаннă-çке. Çавăнпа иртнĕ кун-çулшăн ÿкĕнмест ветеран. Ĕçри тăрăшулăхшăн хисеплесе тав туни тем пекех хаклă пулнă уншăн.

Халĕ çынсем килте çăкăр пĕçерсех каймаççĕ. Лавккаран туянма меллĕрех-çке. Раиса аппа паянхи кун та çемьене хăй пĕçернĕ çăкăрпа сăйлать.

«Хам çут тĕнчере пурăннă чух хĕрпе кĕрĕве, мăнуксене килте пĕçернĕ çăкăрпа тăрантаратăп», – тет вăл. Килтисем вара ватă çын пĕçернĕ çăкăра юратсах çиеççĕ. Амăшĕ пĕçернĕ çăкăртан пахи çуках.

Хăтлă çуртра Валя хĕрĕн çемйипе пурăнать Раиса Ивановна. Хуралтăсене кирпĕчрен çĕкленĕ. Пÿрте çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. Ватлăх кунĕсене лăпкăлăхра ирттерме пур условисем те çитеççĕ. Çемье пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать. Мăнукĕсем кукамăшне хисеплеççĕ. Хальхи саманара çапла пурăнни – пысăк телей.

– Пурнăçра мĕн шутлани пурнăçланчĕ темелле: йывăç лартнă, пÿрт çĕкленĕ, ача-пăча çуратнă. Ывăлпа хĕр учителе вĕренсе тухрĕç. Çемьеллĕ. Çапах пурнăç тумхахсăр иртмерĕ: пĕр тăвансем вилчĕç. Ывăлăм вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Çак çухату чĕре çине йывăр суран хăварчĕ, – терĕ хурланса 73-е пуснă кинемей.

 


Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика