Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăш-пиллĕ медсестра

18 июля 2009 г.

Хĕрлĕ Чутайри тĕп больницăра физиотерапи кабинечĕ пур. Унта тĕрлĕ чирсене электричество çутипе ĕçлекен аппаратсемпе тата магнитпа ăшăтса сиплеççĕ. Кунта 26 çул ĕнтĕ Людмила Иосифовна Никитина вăй хурать.

Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ, Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хĕре 1980 çулта Чутай больницине ĕçлеме яраççĕ. Направленипе килнĕ пулсан та ăна валли ĕç тÿрех тупăнман. Канма кайнă медицина ĕçченĕсем вырăнĕнче икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Людмила Иосифовна икĕ уйăхлăха Шупашкара вĕренме каять.

Больницăра физиотерапи кабинечĕ ун чухнех пулнă-ха, анчах специалист çуккипе вăл ĕçлемен. Çулталăк хушшинче кунти аппаратсен пралукĕсене шăшисем кăшласа пĕтернĕ пулнă. Çапах Людмила Иосифовна вĕсене юсаса çитернĕ, кабинета ĕçлеттерсе янă.

26 çул хушшинче миçе çухрăм утнă-ши çак хĕрарăм; Кашни чирлĕ çын патне икшер-виçшер çитмелле вĕт. Ватăсене мĕнле выртмаллине е лармаллине ăнлантармалла, пĕчĕк ачасене сиплеме илсе пынă ашшĕ-амăшне те пулăшмалла. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать вăл. Сăмах май, чир-чĕр аптăратнăран ку кабинета манăн та час-часах çÿреме тиврĕ. Нихăçан та сиввĕн калаçнине илтмен ăна. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине, пациентсемпе ăш-пиллĕ пулнине пĕрре мар курнă.

Людмила Иосифовна Ишеккасси ялĕнче пурăнать. Мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ пирки виçĕ ачине пĕччен пăхса çитĕнтернĕ вăл. Халĕ пурте аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухаççĕ. 85 çулхи кинемейне те хăех пăхать. Пур ĕçе те пурнăçлама епле ĕлкĕрет-ши вăл; Килне-çуртне тирпейлемелле, анкартинче те ĕçлемелле, выльăхне те пăхмалла... Пĕр канмалли кун кăна вĕт унăн, шăмат кун та ĕçе васкамалла. Çапларах пурăнать сывлăх хуралĕнче ĕçлесе пысăк опыт пухнă ăш-пиллĕ медсестра.

Пĕр çынрах мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕх, пултарулăх, вăй-хăват. Лайăх çынсем пурришĕн, чăн та, савăнас килет. Пирĕн хушăра вĕсем пурпĕрех ытларах. Малашне те çапла пултăрччĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика