Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем шкулпа сыв пуллашрĕç

27 июня 2009 г.

Июнĕн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче ăсату каçĕсем иртрĕç. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи 41 çамрăка райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ А.П. Кузьмин, ашшĕ-амăшĕ саламларĕç.Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухакансен ăсату каçĕ шкулти акт залĕнче иртрĕ.Палăртнă вăхăт çитсен капăр тумлă яшсемпе хĕрсем илемлĕ юрă кĕввипе зала кĕчĕç. Пухăннисем вĕсене ура çине тăрса кĕтсе илчĕç.

Савăнăçлă, çав хушăрах кăшт пăлхануллă уява шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.А.Кашкирова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Унтан шкул директорĕ Р.Н.Ильина выпускниксене 11 класран вĕренсе тухнă ятпа саламларĕ, пурнăçăн анлă çулĕпе çирĕппĕн утма ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунчĕ.

Чи пăлхануллă самант. Сцена çине вĕренÿ çулне "5" тата "4" паллăсемпе вĕçлекенсене чĕнчĕç, унтан ыттисене те. Р.Н.Ильина шкулпа сыв пуллашакансене аттестат парса саламларĕ, вĕренÿ отличникĕсене медальпе чысларĕ, чылайăшне тĕрлĕ предметсемпе тунă ÿсĕмсемшĕн Хисеп грамотипе хавхалантарчĕ. Палăртма кăмăллă, кăçал А.Васюков вăтам шкула ылтăн медальпе вĕçленĕ. Шкул директорĕ пур енлĕ пултаруллă каччăна медаль парса наградăларĕ. Кĕмĕл медале М.Борисова, О.Иванова, М.Окайкина тивĕçлĕ пулчĕç.

Асăннă вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем те ачисен наградисемшĕн савăнчĕç, педагогсене чун тĕпренчĕкĕсене вĕрентсе ăс панăшăн тав турĕç.

11 классен ертÿçисем – Э.В.Ивановапа В.Е.Иванова тухса калаçрĕç. Вĕсем выпускниксене пурнăçра кирлĕ професси суйласа илме сĕнчĕç, шкулти учительсене яланах асра тытма хушрĕç.

11 класран вĕренсе тухакансем хăйсене вулама-çырма вĕрентнĕ, ăс панă учительсене чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каласа тав турĕç, кÿрентернĕ самантсемшĕн каçару ыйтрĕç, вĕсен ячĕпе çепĕç юрăсем шăрантарчĕç, чечек çыххисем парнелерĕç.

Ăсату каçĕ вĕçĕнче хĕрсемпе каччăсем вальс кĕввипе çаврăнса ташларĕç. Залра кĕвĕ янăранăçемĕн, ашшĕ-амăшĕсем ачисем çине ытараймасăр пăхрĕç, тĕпренчĕкĕсем пурнăç çулĕ çине тăма вăхăт çитнишĕн кăшт хурланчĕç.

Çав каç выпускниксен ячĕпе юрă-кĕвĕ çĕрĕпех янăрарĕ. Çамрăксем шуçăм киличченех ташларĕç, савăнчĕç. Унтах малашлăхри ĕмĕт-тĕллевсене палăртрĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика