Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв сывлăхшăн усăллă

23 мая 2009 г.

Ялта пурăнакансем мĕн авалтан хăйсем чавнă пусăри шыва юратса ĕçнĕ. Халĕ те чылайăшĕ кил умĕнчи пусăпа усă курать. Тăп-тăрă сивĕ шыв ăша кантарать-çке. Анчах та тăрă шывра сывлăхшăн сиенлĕ япаласем пуррипе çукки пирки шутласах та каймастпăр. Пĕлместпĕр те.

Юлашки çулсенче ялсене таса шывпа тивĕçтерессипе ĕçлерĕç. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, скважинăри шыв тасарах, унра сывлăхшăн сиенлĕ бактерисем çукрах. Мĕншĕн тесен шыв темиçе метр тарăнăшĕнчен пăчăртанса тухса пăрăхсем тăрăх кил-çурта кĕрет-çке. Çавна май, «Таса шыв» программăна пурнăçласа район территорийĕнчи Урикасси, Ачкасси, Ишеккасси, Пантьăк ялĕсенче шыв уçлакан башньăсем вырнаçтарнă. Унти ял çыннисем пăрăх тăрăх килекен таса шывпа усă кураççĕ. Анчах пур çĕрте те йĕркелĕх-ши; Акă, Пантьăк ял тăрăхĕн специалисчĕсем каланă тăрăх, кунти шыв башни йĕркеллех ĕçлеймест. Сăлтавĕ – насуссен юсавсăрлăхĕнче иккен.

Урикасси ялĕнче пурăнакансем вара патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ. Урамсенчи шыв колонкисем тĕрĕс-тĕкел ĕçлеççĕ. Чылай çын харпăр хăй килне шыв та кĕртнĕ. Ырлăх мар-и çакă; Ачкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем те шыв нушине курмаççĕ – шыв уçлакан башня тулли хăватпа ĕçлет.

Ишеккассинчи Вăрман тата Тĕп урамсенче пурăнакансем те скважинăран килекен шывпа усă кураççĕ. Пĕр хушă кунти çынсем башньăри насус юрăхсăра тухнăран пахалăхлă шывсăр нушаланнă. Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов, специалистсем çак ĕçе алла илнĕ, халăхпа тĕл пулса калаçнă, укçа пухса çĕнĕ оборудовани туянса башньăна ĕçлеттерсе янă. Ку ĕçре ял çыннисен пуçарулăхĕ пысăк пулнине те палăртмалла. Уйрăмах С.А.Орлов, Э.В.Удиков, Л.Г.Миронова шыв ĕçне йĕркелесе ярассипе нумай тăрăшнă.

Юлашки вăхăтра экологи хăрушлăхра пулни пирки чылай калаçаççĕ. Апла пулсан, пахалăхлă таса шывпа çеç усă курасчĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика