Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа

28 марта 2009 г.

ЧР Президенчĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Унăн тĕллевĕ питĕ анлă та пĕлтерĕшлĕ. Çакна ăнланса, ăша хывса ĕнтĕ районти вулавăшсенче тĕрлĕ мероприятисем пурнăçлама, кĕнекесен куравĕсене йĕркелеме палăртнă. Халиччен çак ĕçсене пурнăçланă. Акă, Туктамăшри ял библиотекинче "Çĕр ыйтăвĕ – пурнăç ыйтăвĕ" ятпа дискусси пулнă, çынсем çĕр çинче ĕçлекенсене халаллакан куравпа паллашнă. Тракушкăнь тата Штанаш вулавăшĕсенче çĕр ĕçченне сума суса кĕнекесен куравĕсене йĕркеленĕ. Сĕнтĕкçырми ял библиотекинче тухăçлă ĕç – шанчăклă малашлăх пулнине çирĕплетсе вулакансемпе информаципе пĕлÿ сехечĕ ирттернĕ. Мишеркасси ялĕн вулавăшĕнче "Саккун ял ĕçченне хÿтĕлет" ятпа – çавра сĕтел, Мăн Этменте – хуçалăхри йывăрлăхсем çинчен калаçу, Атнарта ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тĕллевпе Информаци кунне йĕркеленĕ. Ачкассинче Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕпе буклетсем хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра вара вулакансем ял хуçалăхĕпе çыхăннă право ыйтăвĕсене çутатакан кĕнекесен куравĕпе паллашнă.

Пĕр сăмахпа, вулавăшсенче Çĕр ĕçченĕн çулталăкне ирттерессипе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика