Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас строительсем

28 февраля 2009 г.

Ача сачĕ – халăха пĕлÿ тата воспитани парас ĕçĕн пĕрремĕш пусăмĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - шкул çулне çитмен ачасене тивĕçлĕ воспитани парасси, шкула хатĕрлесси. "Пилеш" ача садĕнчи воспитательсем те çамрăк ăруран чăн-чăн çынсем тăвассишĕн, ачасен пултарулăхне аталантарассишĕн тăрăшса тĕрлĕ меслетсемпе усă кураççĕ, пĕчĕк шăпăрлансене ĕçе хăнăхтарса пыраççĕ.

Нумаях пулмасть ача садĕнче воспитательсем хăйсен пултарулăхĕпе, ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарас тĕлĕшпе уçă занятисем кăтартрĕç.

Ачасене тĕрлĕрен çуртсем купалама вĕрентес, çурт тумалли материалсемпе паллаштарас, тĕп тĕссене (хĕрлĕ, кăвак, симĕс, сарă) уйăрса илме вĕрентсе хăварас, пĕчĕккисен çыхăнуллă пуплевне, тимлĕхне, ас туса юлассине аталантарас, çĕнĕ сăмахсемпе паллаштарас тĕллевпе кĕçĕннисен ушкăнĕнче "Гараж купаласси" темăпа уçă заняти ирттертĕм. Малтанах ачасене кубиксенчен гараж епле купаламаллине тĕплĕн ăнлантарса кăтартрăм, унтан шăпăрлансем вылямалли тĕрлĕ строительство хатĕрĕсемпе (кубиксем, пластинăсем, тăрăхсем, "пĕренесем" тата ытти те) усă курса ĕçе пуçăнчĕç. Пулас строительсем хавхаланса, активлă ĕçлерĕç. Ачасем тăрăшнипе ÿссе ларнă тĕрлĕ тĕслĕ, хапхаллă гаражсем, çул хĕррипе тытнă бордюрсем пурне те килĕшрĕç.

Кĕçĕн ушкăнри ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарасси, пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарасси тухăçлăрах пултăр тесе программăна кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсемпе усă курса занятисем ирттересси ача садĕнчи кулленхи ĕçсенчен пĕри пулса пырать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика