Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалистсене асăнса – монумент

25 февраля 2009 г.

Асăну митингне йĕркелесси – сăваплă пуçару. Çапах та ăна ирттерме çăмăл мар. Уйрăмах вăрçа пула ывăлĕсемсĕр тăрса юлнă ашшĕ-амăшне. Çав хаяр вăрçăсене хутшăннă салтаксене те çăмăл мар. Вĕсен темиçе çул каялла чăтса ирттернине аса илсен чунĕсем хурланаççĕ, куççуль юхать. Асăну митингне уçнă май, район пуçлăхĕ А.Криков Афганистанпа Чечня вăрçисенче пуçĕсене хунă Г.Ивановпа Ю.Макаров, С. Эзенкин паттăр салтаксен ашшĕ-амăшĕсене ăшă сăмахсем каларĕ, Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн пурнăçĕсене шеллемен воин-интернационалистсен ячĕсем ĕмĕрлĕхех халăх асăнче юлнине палăртрĕ, вăрçă хирĕсенчен таврăнайман ентешĕмĕрсен ячĕпе монумент уçассине пĕлтерчĕ.

Чи хумхануллă самант çитрĕ. Монумента уçма пухăннисем, хăнасем пĕр самант шăпланчĕç. Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем пăшалтан персе залп пачĕç. Унтан Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар ĕç комиссарĕ А.Фокин сăмах илчĕ, Хĕрлĕ Чутайри çамрăксем Тăван çĕршыв умĕнчи çар тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине каларĕ. Асăну митингне килсе çитнĕ ытти хăнасем те çар тивĕçĕсене вĕри вырăнсенче пурнăçланă салтаксене пирĕн çарсене Афганистан çĕрĕ çинчен илсе тухнăранпа 20 çул çитнĕ ятпа саламларĕç. Палăртмалла, асăну митингĕнче чылай афганеца çапăçури хастарлăхшăн, Тăван çĕршыв умĕнчи паттăрлăхшăн юбилей медалĕсемпе чысларĕç.

Юлашкинчен ветерансен Союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ А.Хозайкин душмансене хирĕç паттăррăн çапăçнă воин-интернационалистсене, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса монумент лартма пулăшнисене ятран асăнса хăварчĕ, Хисеп грамотипе хавхалантарчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика