Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсем патне çул çитет

15 ноября 2008 г.

Кăçал район территорийĕнче автомобиль çулĕсен тытăмĕн строительствине васкавлăн вĕçлессипе çине тăрса ĕçлерĕç. 2006-2008 çулсенче 26 яла асфальт сарнă е хытарнă çулпа çыхăнтарнă. Ĕçе 97 процент пурнăçланă.

– Пирĕн строительсем ĕçе ир-ирех тытăнаççĕ те сĕм каçченех çул тăвассипе тимлеççĕ, – терĕ сăмаха пуçланă май «Резон» ХАОн строительство участокĕн начальникĕ В.А. Кузьмин.

Чăнах та, çул-йĕр строителĕсен ĕçĕ канăçсăртарах ĕнтĕ. Çулла пушшех те. Хĕлле те механизаторсем çул-йĕре юртан тасатса тăрассипе тăрăшаççĕ, халăха такăр çулпа тивĕçтереççĕ.

В.А.Кузьмин обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май унти ĕçченсем çинче чарăнса тăчĕ. Владимир Анатольевич коллективри кашни çын тĕрлĕ техникăпа хăвăрт пĕр чĕлхе тупса ăна ĕçлеттерме пултарнине мухтанса каларĕ. Паллах, кунта нумай çул ĕçлесе пысăк опыт пухни те пĕлтерĕшлĕ. Акă, Архиповсен çемйинех илер. Алексей Корнилович водитель кунта чылайранпа ĕçлет. Унăн Андрей ывăлĕ тиесе килнĕ вĕри асфальта катокпа хытарса пырать. Вячеславпа Владимир Корнилович Архиповсем те (пĕри водитель, тепри экскаваторщик) «Резон» предприятире тахçантанпах тимлеççĕ. Пĕр тăвансем çул-йĕр строительствин ăсталăхне алла илнĕ темелле. Вĕсем çамрăксене çак ĕçе хăнăхтарса пыраççĕ. Ытти механизаторсемпе водительсем те шанса панă техникăна кал-кал ĕçлеттернипе, яваплăхпа палăрса тăраççĕ. Çул-йĕр хывас ĕçре рабочи аллисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Коллектив ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указа пурнăçласа пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Ĕç планне тултарса пынинче В.Н.Почейкин ертÿçĕн тÿпи пĕчĕк мар паллах. Президент программине пурнăçа кĕртни те çул-йĕр отрасльне хăвăрт аталантарма пулăшать. Çавна май предприяти техника никĕсне çирĕплетнĕ – груз турттармалли автомобильсем, тракторсем, асфальт сармалли машинăсем туяннă. Рабочисем валли ĕç вырăнĕсем уçнă.

2006-2008 çулсенче «Резон» ĕçченĕсем чылай яла хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарнă. Вĕсем тăрăшнипе кĕçех «Хĕрлĕ Чутай-Вишенер-Пчелка» автоçул (8880 метр тăршшĕ) хута каймалла. Уйăрса панă укçапа усă курса строительсем Трапайри пĕр урама (450 метр) çул хывнă. Коллектив Штанашри Вăрманкас ялне асфальт çул çитернĕ. Организаци Хĕрлĕ Чутайри Комсомольски урамне паха çулпа тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра асăннă предприяти строителĕсем Вишенер ялĕ çывăхĕнчи юлашки вак ĕçсене пурнăçлаççĕ: чарăну вырăнĕсенче кирлĕ паллăсем вырнаçтараççĕ, çул хĕррисене тикĕслеççĕ. Строительсен тепĕр ушкăнĕ Питĕркасси ял тăрăхĕ патнелле пыракан çула асфальт çулпа çыхăнтарассипе тимлет. Ку пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн.

– Ĕçре йывăрлăхсемсĕр пулмастех. Ертÿçĕ ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, строительсем маттуррипе умри тĕллевсене пурнăçласа пыма тăрăшатпăр, – терĕ юлашкинчен В.А. Кузьмин.

Мĕнех калăн, автомобиль çулĕсем ялсенчи кашни киле çĕнĕ пурнăç илсе килеççĕ, экономикăпа социаллă пурнăç та аталанать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика