Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитменлĕхсем тупса палăртнă

12 ноября 2008 г.

Район прокуратури октябрь уйăхĕнче «Вĕрентÿ» приоритетлă наци проекчĕн «Ялти шкул автобусĕ» направленине пурнăçа кĕртнĕ чухне саккун ыйтнине епле пăхăнса пынине тĕрĕсленĕ.

Палăртмалла, Атнарти, Мăн Этменти, Çĕн Атикассинчи, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче, Мишеркассинчи тата Штанашри тĕп шкулсенче усă куракан пур шкул автобусĕсене те тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче района килнĕ пур шкул автобусĕ те «Ачасене турттармалли автобуссем» ГОСТпа, техника условийĕсемпе тата комплектланипе пĕтĕмĕшле килĕшсе тăнине палăртнă. Асăннă автобуссене заводсенче САРЗ-3280, КАВЗ-397652, КАВЗ-397620, ПАЗ-32053-70 маркăсемпе комплектланă. Анчах та асăннă ГОСТпа килĕшсе тăман çитменлĕхсене тупнă, вĕсене пысăк укçа хывмасăр тата автобусăн конструктивлă уйрăмлăхĕсене улăштармасăр пĕтерме пулать.

Çапла, тĕрĕслев вăхăтĕнче Çĕн Атикассинчи вăтам шкулăн САРЗ-3280 автобусĕ çинче (патшалăх номерĕ Т 690 ВМ 21 RUS) чарăнма ыйтнине пĕлтерекен пĕр сигнал кнопки юсавсăр пулнă. Çавăн пекех КАВЗ-397652 (патшалăх номерĕ К 407 ВВ 21 RUS) çинче уçă е лайăх хупăнман алăксемпе тапранса кайма чаракан устройство ĕçлемен. Автобус çинче водитель енчи пиллĕкмĕш ретре хăрушсăрлăх пиçиххийĕ юсавсăр пулнă, унсăр пуçне салонта кирлĕ-кирлĕ мар япаласем чылаййи курăннă.

Атнарти вăтам тата Мишеркассинчи тĕп шкулсен автобусĕсен те çакăн пек çитменлĕхсемех. Кунсăр пуçне Мишеркасси шкулĕн автобусĕн медицина аптечкин срокĕ тухса кайнă, Атнарти шкулăн – аптечкинче эластика бинчĕ пулман.

Чи пысăк çитменлĕхсене Мăн Этменти вăтам шкулăн автобусĕсене тĕрĕсленĕ чух тупса палăртнă. Акă, хальхи вăхăтра ку шкулта виçĕ автобус шутланса тăрать. КАВЗ-397652 çинче (номерĕ М 599 ВЕ 21 RUS) 8 хăрушсăрлăх пиçиххийĕ, хытă саслă çыхăну ĕçлемен, хăрушă участоксен схеми те çук тата ытти те. В 694 ВТ 21 RUS номерлĕ автобус çинче те медицина аптечкин срокĕ тухса кайнă, алăк çийĕн вырнаçтарнă чарăнма ыйтнине пĕлтерекен сигнал кнопки те ĕçлемен, хăрушă участоксен схеми тата ачасен списокĕ çук. Виççĕмĕш автобусăн та çакăн пек çитменлĕхсемех.

«Вĕрентÿ çинчен» РФ саккунĕн 32 статйин 3-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ учрежденийĕ вĕренекенсен пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн яваплă. Эппин, асăннă шкулсен директорĕсем (В.И.Прокопьев, М.И. Ярадаева, В.А.Ядранская, А.В.Лукин) тата автотранспорта çул çине кăларассишĕн яваплисем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаççĕ.

Тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх район пуçлăхĕ патне асăннă çитменлĕхсене пĕтересси пирки тата айăплисене явап тыттарасси çинчен представлени тăратнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика