Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Манăн çемье историйĕ» конкурс çĕнтерÿçисем

08 ноября 2008 г.

Çемье çулталăкне халалласа пур çĕрте те чылай мероприяти ирттереççĕ. Çак ĕçе шкул ачисене те явăçтараççĕ. Вĕренекенсем хăйсен çемйи çинчен творчество ĕçĕсем хатĕрленĕ. Район шайĕнче палăрнă ĕçсене республикăри конкурса тăратнă.

Пысăк тупăшури творчество ĕçĕсене классем тăрăх хакланă. Республикăри чи пултаруллă вĕренекенсем хушшинче Мăн Этменти вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Елена Полозина «Манăн çемье историйĕ» темăпа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех хĕр «Манăн несĕл йывăçĕ» пуян материал туса хатĕрленĕ. Жюри членĕсем ăна та пысăк хак панă.

Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ăс пухакан Дарья Спиридонова «Манăн çемье историйĕ» темăпа иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. «Манăн пулас çемье» творчествăлла ĕçпе Хĕрлĕ Чутайри шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Валентина Улянды иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Телейлĕ çемьесенче ÿсекен пултаруллă ачасен малашлăхĕ çутă пуласса шанатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика