29 октября 2008 г.
Район центрĕнчи ача-пăча библиотекинче çулталăк пуçлансанах «Чи лайăх вулакан класс», «Чи лайăх вулавçă» конкурс ирттерме йышăннă.
Çакăн пирки кĕнеке илме, хаçат-журнал вулама, кирлĕ информаци тупма, видеофильм пăхма, компьютерпа ĕçлеме килекен ачасем аван пĕлсе тăраççĕ. Акă, Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн 2-мĕш класĕнче (класс ертÿçи Т.Н.Кандейкина) вĕренекен Петя Майоров вулавăша кун сиктерсе тенĕ пекех çÿрет. Ача-пăча уйрăмĕнчи библиотекарьсем те Петя пирки ырласа калаççĕ. Çамрăк ача чăннипех кĕнеке вулама юратать. Уроксем вĕçленсен çамрăк вулавçă тÿрех библиотекăна вĕçтерет, хăй кăмăллакан кĕнекесем илме тăрăшать.
– Мана вырăс тата чăваш халăх юмахĕсем килĕшеççĕ, ача-пăча çинчен çырнă приключениллĕ произведенисем те кăмăла каяççĕ. Кĕнеке нумай вулани мана уроксенче пысăк пулăшу парать. Манăн библиотекăна çÿрес килет. Кунта çутă, таса, лăпкăлăх. Вăхăт пулсан вулав залĕнче ларма пултаратăп, – терĕ Петя.
Çамрăк вулавçă кĕçĕннисен ушкăнĕнче асăннă конкурс çĕнтерÿçи пуласса шанатпăр.
Источник: "Пирěн пурнăç"