29 октября 2008 г.
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, халăх сывлăхне сыхласа хăварас тесе республикăра пурăнакансене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессине тĕп тĕллевсен шутне кĕртнĕ. Пĕлтĕрхи август уйăхĕнче Ишеккассинче шыв объектне хута янă.
Çак хушăра урамсенчи колонкăсенчен шыв темиçе хутчен те юхма чарăнни пулкаланă-ха. Анчах та паянхи кун ял çыннисем шыва çырмара е урамра таçта пĕрре вырнаçнă çăлсенчен мар, колонкăсенчен илни савăнтарать. Акă, Тĕп урамра пурăнакан В.П.Жук та (ÿкерчĕкре) колонкăран юхакан таса шывпа кăмăллă. «Урамра колонка пурри ял çыннин пурнăçне чылай çăмăллатать, халĕ шыв ăсма çырмана анмастпăр, – тет Владимир Павлович. – Колонкăсем яланах юсавлă пулччăр çеç».
Источник: "Пирěн пурнăç"