Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕхе – ăшă тата тутă хĕл

15 октября 2008 г.

Районти хуçалăхсен ертÿçисемпе зооветспециалисчĕсем пĕрле пухăнса кăçалхи тăхăр уйăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанса пынине тишкерсе хак пачĕç.

Ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн тĕп экономист-зоотехникĕн ĕçĕсене туса пыракан Алевтина Елизарова çак ыйтупа тухса калаçрĕ. Çакна палăртрĕ: январь-сентябрь уйăхĕсенче 565 тонна аш-какай е 98, 9 процент, 4078 тонна сĕт е 93, 9 процент чухлĕ туса илнĕ. Урăхла каласан, кашни 100 гектар çĕр пуçне 177 центнер сĕт, 24, 5 центнер аш-какай хатĕрленĕ.

“Коминтерн”, “Авангард”, “Аккозинский”, В.Никитин тата “Мочковашский” фермер хуçалăхĕсем аш-какай туса илес, ăна сутас енĕпе лайăх ĕçленине палăртмалла. Районĕпе вара çак тапхăрта 365 тонна ĕне ашĕ, 181 тонна сысна какайĕ, 19 тонна лаша ашĕ сутнă. Кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 44 тонна ытларах сысна какайĕ хатĕрленĕ. Кунта “Коминтерн” ял хуçалăх кооперативне уйрăмах ырăпа асăнмалла. Атнарсем сыснасем ĕрчетессине çĕнĕ технологипе йĕркеленĕ. Выльăхсене тулли рационпа тăрантараççĕ, тĕрлĕ витамин çителĕклĕ параççĕ. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пыни ÿсĕм тума пулăшать те.

Районĕпе илес пулсан, кашни ĕнерен вăтамран 2604 килограмм сĕт суса илнĕ. Шел пулин те, çак продукцие тăхăр уйăхра 265 тонна илсе çитерейменни пăшăрхантарать. Акă, “Путь Ильича”, Асамат”, “Аккозинский” хуçалăхсем 37, 216, 98 тонна сĕт чакарнă. Ку вăл выльăхсене выльăхла пăхни çинчен каламасть-и; Пĕр пек условисенчех “Коминтерн” 2, 1 тонна, “Авангард” – 1, 4, “Победа” – 13, 5, “Свобода” – 0, 1, “Нива” – 41, В.Никитин фермер хуçалăхĕ – 28, “Мочковашский” 7, 4 тонна ÿстерме пултарнă.

Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пурĕ 4344 пуç, çав шутран 1541 ĕне. Сыснасем вара пурĕ 2251 пуç. Çавăн пекех 55 сурăх, 139 лаша пур. “Путь Ильичара” – 64, “Победăра” – 27, “Аккозинскийĕнче” – 96, “Асаматра” 227 пуç ĕне выльăх чакарнă. Çав вăхăтрах “Коминтернра” – 45, “Нивăра” – 6, “Свободăра” – 38, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче 5 пуç ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра “Коминтерн” ял хуçалăх кооперативĕнче 690 сысна тытаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра хуçалăх 2570 çура илнĕ.

Сăвакан ĕнесен шутне чакарни чуна ыраттарать. Тăхăр уйăхра кĕтÿ шучĕ 109 пуç сахалланнă. “Путь Ильичара” – 75, “Асаматра” 45 пуç чакнă. Асăннă хуçалăхсенче ертÿçĕсем те, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те яваплăха туйса ĕçлени сисĕнмест. Çакă сăвăм чакасси патне илсе пынă.

Ăратлăха çĕнетесси те паянхи пурнăçпа тан пулса пымасть. “Авангардра”, “Путь Ильичара”, “Асамат” хуçалăхăн Штанаш уйрăмĕнче ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентересси çине сÿрĕккĕн пăхаççĕ. Çавна май кĕтÿри выльăхсем вĕтелсе кайрĕç. Пурне те паллă, ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентернин усси вăкăрпа чуптарнинчен пысăкрах. Çавăн пекех тына пăрусене вăхăтра пĕтĕлентерсе хăварсан, вĕсене пăрулаттарса кĕтĕве çĕнетсен ăратлăха çĕнетме пулать. Кашни 100 ĕне пуçне 30-35 тына пăруран кая мар пĕтĕлентермелле, 100 ĕне пуçне 25 тына пăру кĕтĕве кĕртсен сĕт хăпартма пулать.

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 489 пуç тына пăрăва пĕтĕлентернĕ. Ку енĕпе “Коминтерн”, “Путь Ильича”, “Авангард”, “Аккозинский” хуçалăхсем, “Асамат” обществăн Штанаш уйрăмĕ аван ĕçлесе пынине палăртма кăмăллă.

Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче, тетпĕр. Çу кунĕсенче кĕтÿ ешĕл курăк çинче çÿрерĕ. Çак вăхăтра продукци илессине ÿстерме май килчĕ. Кашни ĕне районĕпе вăтамран 2610 килограмм сĕт антарнине палăртса хăварнăччĕ-ха. Малта пыракан хуçалăхсен кăтартăвĕсем çакăнтан самай пысăкрах. Сăмахран, кăçалхи тăхăр уйăхра “Коминтернта” ĕне пуçне 3336 килограмм, “Победăра” – 3106, “Свободăра” – 3847, “Нивăра” – 3016, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче 3570 килограмм сĕт илнĕ.

Çак тапхăрта ĕне выльăхсене 319 тонна, сыснасене 186 тонна ÿт хуштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, самăртма хупнă вăкăрсем талăкра 502-шер грамм, сыснасем 379-шар грамм ÿт хушса пынă. “Коминтернра” ĕне выльăх куллен 691-шер грамм, “Свободăра” – 680, “Нивăра” 636-шар грамм хушăнса пынă. Асăннă хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетес ĕçе аван йĕркеленĕ. Фермăсенче малта пыракансен опычĕпе усă курма тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах выльăх ÿт хушаслăхĕ “Победăра” (313 грамм), “Аккозинскийĕнче” (418 грамм) япăх.

Кĕр кунĕсем çитрĕç. Часах обществăлла выльăх-чĕрлĕхе витесене кĕртсе ямалла пулать. Хĕллехи тапхăра ăçта мĕнле хатĕрленеççĕ; Районĕпе пурĕ 63 вите шутланса тăрать, 52-шне юсаса йĕркене кĕртнĕ. Ку вăл хатĕррин 82 проценчĕпе танлашать. “Коминтерн”, “Свобода”, “Нива” тата В.Никитин фермер хуçалăхĕ фермăсене хĕле хатĕрлесе çитернĕ теме пулать.

Анчах “Аккозинский”, “Путь Ильича”, “Авангард”, “Победа” хуçалăхсенчи витесем, “Асамат” обществăн Сĕнтĕкçырми ферми выльăхсене йышăнма пултараймаççĕ. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр çĕрте çумăр шывĕ каять, теприсен вите витĕр çил вĕрет...

Умри задачăсене ăнăçлă татса парас тесен выльăх апачĕ çителĕклĕ кирлĕ. Акă, кăçал районĕпе 4682 тонна утă, 6290 тонна сенаж, 9364 тонна силос хывса хăварма палăртнă. Ку енĕпе лайăх ĕçлекен хуçалăхсем пур. “Свободăра” кашни условнăй выльăх пуçне – 34, “Аккозинскийĕнче” – 41, В.Никитин фермер хуçалăхĕнче 29 центнер апат единици янтланă. “Асамат” ку тĕлĕшпе те çителĕксĕр ĕçлет. Унăн кăтартăвĕ 9, 6 центнерпа çеç танлашать.

Халĕ ĕнесене хĕллехи рацион çине куçарма вăхăт. Апата тĕрлĕ витаминсемпе пуянлатасси çине тимлĕх уйăрмалла. Ĕçе пур çĕрте те пĕлсе, кирлĕ пек йĕркелесен эпир сĕт тата аш-какай туса илессине ÿстеретпĕр. Çакăншăн тăрăшмалла паян кашни ертÿçĕн, зооветспециалистăн, ферма ĕçченĕн.

Тухса калаçакансем фермăсене хĕле хатĕрлес, выльăх апачĕ ытларах хывса хăварас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем нумайрах туса илес тесен лайăх пахалăхлă апат кирлине палăртрĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика