08 октября 2008 г.
Шкул çулне çитменнисен Хĕрлĕ Чутайри “Пилеш” вĕрентÿ учрежденийĕн коллективĕ “Ырă тума васкăр!” ирĕклĕ пуçару марафонне хутшăнса тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ.
Малтанах çакна палăртса хăвармалла. Кăçал çулталăк пуçланнăранпах кунта “Ырă кăмăллă Антошка” тата “Хĕвел пайăркисем” ятлă командăсем тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Пепкесем сентябрь уйăхĕнче ача сачĕн пахчинче тĕрлĕ çимĕç, чечек вăрри пуçтарма активлă хутшăннă. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле типĕтнĕ курăксен пуххине тунă.
“Малышиада” ятпа ирттернĕ спорт уявĕнче ачасем пысăк пултарулăхпа палăрнине, “Кĕрхи ярмăркка” куравра хăйсем ăсталанă теттесене кăтартнине те асăнмасăр иртме çук.
Пепкесене ырă ĕçсем тума воспитательсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе хавхалантараççĕ. “Иккĕмĕш амăшĕсем” ачасене пĕчĕклех ĕçе юратма, ырă ĕçсем тума вĕрентеççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"