Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп библиотекăра – кĕнеке куравĕ

09 августа 2008 г.

Александр Исаевич Солженицын çыравçă кăçалхи августăн 3-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ. Пурăннă пулсан вăл декабрĕн 11-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă тăватчĕ.

Çирĕммĕш ĕмĕрти чи паллă вырăс çыравçи, литературăн Нобель премийĕн лауреачĕ, Раççей Наукисен Академийĕн Академикĕ хăйĕн произведенийĕсенче пурнăçа тĕплĕн çутатса тĕнчери общественноçăн ăнланулăхне улăштарма пултарнă.

Районти тĕп библиотекăра çак кунсенче “Аслă “тавлашуллă çыравçă ” ятпа кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Унта çыравçăн биографийĕпе тата творчествипе паллашма пулать. А.Солженицынăн вилĕмсĕр произведенийĕсем иртнĕ ĕмĕрти паллă пулăмсене, халăх пурнăçне, кĕрешĕвне анлă çутатса параççĕ. Вĕсене вуласан паянхи çамрăк ăру çирĕммĕш ĕмĕрти Сталин саманин хăрушлăхне пĕлсе-туйса илĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика