05 июля 2008 г.
Кăçалхи июнь уйăхĕнче шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче районти “Светофорик” конкурс иртнĕ.
Унта 11 учрежденири 200 ытла ача хутшăннă. Конкурс тĕллевĕ – урамра ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсен яваплăхне ÿстересси, çамрăк ăрăва инкек-синкекрен сыхласси. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ку енĕпе Мăн Этменти вăтам шкулти пĕчĕк ачасен ушкăнĕн кăтартăвĕсем лайăххи палăрнă. Кунта машинăсем, мотоциклсем, велосипедсем кирлĕ чухлĕ туяннă, ачасем вĕсемпе асфальт сарса хытарнă лаптăкра ярăнаççĕ. Хĕрлĕ Чутайри “Рябинушка” ача садĕнче вара çĕршыври хуласене тата автомобиль çулĕсене кăтартнă ковер ура айĕнчех.
“Ачасене çул-йĕр правилисемпе паллаштарас тĕлĕшпе лайăх ĕçлекен” номинацире “Рябинушка” ача сачĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Ку енĕпе чи лайăх ĕçлекен воспитатель ятне И.Абакумова тивĕçнĕ. Çавăн пекех “Светофорик” конкурса хутшăнса Хурашашри пуçламăш шкул-ача сачĕ, Мăн Этменти вăтам шкулти шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ çитĕнÿсем тунă.
Çакă паха – пĕлтĕр те, кăçал та районта çул-йĕр çинчи транспорта пула шкул çулне çитмен ачасем вилмен.
Источник: "Пирěн пурнăç"