БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсем: цифрăсемпе фактсем

05 июля 2008 г.

Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Республикăра, çавăн пекех районта та 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ витĕр тухрĕç тата хăйсем суйласа илнĕ предметпа экзамен тытрĕç. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 11-мĕш класс пĕтерекен 174 ача патшалăх аттестацийĕ витĕр тухнă. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен пурин те тытмалли йĕркепе иртнĕ. Çавăн пекех республикăра тăван чĕлхене ытларах хисеплеме хăнăхтарас тĕлĕшпе, аттестат илекенсем чăваш чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕрĕслес тесе йышăннă.

Çакна та палăртмалла, кăçал вĕренекенсем Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне пĕлтĕрхинчен кăшт аванрах тытнă. Енчен те 2007 çулта вырăс чĕлхипе пĕтĕмлетÿ аттестацине вăтамран 3, 4 балпа вĕçленĕ пулсан, кăçал çак кăтарту 3, 47 таран ÿснĕ. Математикăпа та ÿсĕм пур. Пĕлтĕр вăтам кăтарту 3, 6-па танлашнă пулсан, кăçал 3, 83 балл. Хăш шкулсем патшалăх экзаменĕсене лайăх хатĕрленнĕ-ха; Вырăс чĕлхипе Атнарти тата Мăн Этменти вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ чи пысăкки – 3, 8 балл. Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси шкулĕсен – 2, 9-шар.

Математикăпа Атнар шкулĕн выпускникĕсем лайăхрах пĕлÿ кăтартнă – 4, 2 балл. Питĕркассисем 4, 1 бала тивĕçнĕ, Мăн Этмен – 4, Çĕн Атикасси – 3, 9, Хĕрлĕ Чутай – 3, 8, Мишеркасси – 3.

11-мĕш классем суйласа илнĕ предметсемпе экзаменсене еплерех тытни те интереслентерет: физикăпа çĕнатикассисемпе атнарсен 3, 5-шер балл, хĕрлĕчутайсен – 3, 3 балл; химипе хĕрлĕчутайсем 3, 7 бала тивĕçнĕ, çĕнатикассисем – 3, 5, мăнэтменсем – 3, 3; историпе чи лайăх кăтарту мăнэтменсен – 4, 7, çĕнатикассисемпе питĕркассисен – 4-шар, хĕрлĕчутайсен – 3, 3; обществознани предмечĕпе мăнэтменсем аван пĕлÿ кăтартнă – 4, 6, çĕнатикассисемпе питĕркассисен – 3, 5-шер, хĕрлĕчутайсен – 3, 3; биологипе пысăк балл хĕрлĕчутайсен – 4, 4, атнарсемпе мăнэтменсен – 4-шар, çĕнатикассисен – 3, 6, питĕркассисен – 3.

Выпускниксем тăван чĕлхене мĕнле пĕлнине кăтартса чăваш чĕлхипе сочинени çырнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, патшалăх аттестацийĕн кăтартăвĕсем хăш-пĕр шкулсенче аван. Вĕсенче вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ пысăкки савăнтарать. Анчах пĕчĕк паллăсене тивĕçнĕ шкулсенчи вĕрентекенсен шухăшлама тивет.

11-мĕш класран вĕренсе тухакансем çирĕп тĕрĕслев витĕр тухрĕç ĕнтĕ. Халĕ вĕсен умĕнче пурнăçăн анлă çулĕ уççăн сарăлса выртать. Выпускниксене аслă, ятарлă е вăтам професси паракан вĕренÿ заведенийĕсем кĕтеççĕ. Ытти шкул ачисен çулла лайăх канса çитес вĕренÿ çулĕнче çирĕп пĕлÿ илме вăй-хал пухмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика