21 мая 2008 г.
Майăн 9-мĕшĕнче пĕтĕм халăх Çĕнтерÿ кунне уявларĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа чылай çул иртрĕ пулин те, эпир тăван халăхăмăрăн вăрçăри паттăрлăхне, тылра ырми-канми тăрăшнисен пурнăçĕ çинчен нихăçан та манмастпăр. Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçа шеллемесĕр кĕрешнĕ салтак-ветерансем умĕнче пуç тайса эпир вĕсене чĕререн тав тăватпăр.
Манăн аслă асанне вăрçă çулĕсене лайăх ас тăвать. Кăçал та вăл Çĕнтерÿ кунĕнче куççульленмесĕр чăтаймарĕ, чĕри çинчи йывăр суранĕ манăçмасть-çке.
Пирĕн аслă асанне, Ирина Алексеевна Герасимова, 1917 çулта Трапай ялĕнче çуралнă. Кăçалхи апрель уйăхĕнче вăл 91 çул тултарчĕ. Хăй пурнăçĕнче аслă асанне тем те тÿссе ирттернĕ, анчах çынлăха çухатман, вĕренме тăрăшнă, учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Йывăр вăхăт пулин те вăл Етĕрнери учительсем хатĕрлекен техникума вĕренме кĕрет. Трапайран Етĕрне хулине çити çăпата сырса çуран çÿренĕ. Чăтăмлă, тÿсĕмлĕ пулнăран ĕнтĕ вăл йывăрлăхсене парăнтарса пырса учитель профессине алла илнĕ илнех. Математика предметне вĕрентнĕ вăл. 40 çул хушши ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ парас ĕçре тимленĕ.
1937 çулта, Мăн Этменти шкулта ĕçленĕ вăхăтра, Ирина Алексеевна Ваçкаçырми ялĕн каччипе Павел Михайловичпа паллашать. Çамрăк çын районти çутĕç пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Вăл шкула тĕрĕслевпе пырсан хĕрпе каччă пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштереççĕ, кăшт вăхăт иртсен çемье çавăраççĕ. Сăмах май, аслă асаннепе мăн асаттен сăн ÿкерчĕкĕсем халĕ те Мăн Этмен шкулĕн стенчĕ çинче упранаççĕ. Мăшăрсем икĕ ывăл çуратса ÿстереççĕ: Валерий (манăн асатте) тата Рудольф.
Çамрăк мăшăрсен телейлĕ пурнăçне вăрçă татнă. Мĕн пур вăй питти арçынсене фронта илсе кайнă. Вăрçă пуçлансанах аслă асаттене Сăр хĕрринчи оборона сооруженийĕсен начальникĕ пулма шаннă, халăхпа пĕрле вăл та окопсем чавнă. 1942 çулта ăна та çара илсе кайнă. Чи малтанах Павел Михайлович Саранскри командирсем хатĕрлекен училищĕре службăра тăрать. Унтан вĕсене вăрçă хирне ăсатаççĕ. 1943 çулта Курск хулине тăшманран ирĕке кăларассишĕн пыракан хаяр çапăçусене хутшăннă, унтах паттăррăн вилнĕ. Мăшăрĕ вăрçăра пуçне хуни çинчен çыру илсен Ирина Алексеевнашăн пурнăç чарăнса ларнă пек туйăннă, чунĕ татăлса йĕнĕ, юнашар икĕ ывăлĕ пурри çеç малалла пурăнма вăй-хăват панă. Çамрăк хĕрарăм йывăрлăхсене чăтса ирттерсе ывăлĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă, çын тунă. 1945 çулта, вăрçă чарăннă хыççăн, аслă асанне патне хыпар çитет, унта Курск патĕнчи хаяр çапăçусенче пуçĕсене хунă паттăр салтаксен ячĕсем хушшинче П.М.Герасимовăн ячĕ те пурри çинчен хыпарланă, ăна офицерсен мемориал масарĕ çине пытарнă иккен.
“Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ”, – теççĕ. Апла пулсан пирĕн мăн асатте Павел Михайлович Герасимов та пурнăçа шеллемесĕр тăшмансене хирĕç паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Мăн асаттепе эпир чăннипех мухтанатпăр, унăн ячĕ ĕмĕр асăмра.
Мăн асаттен вил тăприйĕ Курскри масар çинче пулнипе аслă асанне унта темиçе хутчен те кайса килнĕ, чечек кăшăлĕ хунă. Кăçал та вăл пур тăвансемпе пĕрле пухăнса мăшăрĕ ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă вырăна çитсе килме шутлать. Тÿсĕмлĕ пирĕн аслă асанне. Çавăнпа эпир ăна хисеплетпĕр, чунтанах юрататпăр. Хаклă асаннеçĕм, нумай эс пурăн çакă çутă тĕнчере, эсĕ пурри пире савăнтарать.