07 мая 2008 г.
Çулсерен çут çанталăк тусĕсем хушшинче экологи викторини йĕркелеççĕ.
Тăван тавралăх илемĕшĕн, пуянлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшакан, унăн малашлăхĕпе кăткăсланакан вĕренекенсенчен чылайăшĕ кăçалхи викторина ыйтăвĕсене тĕрĕс хуравларĕç. Çĕнтерÿçĕ паллă ĕнтĕ: çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ – Хусанушкăнь шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Алена Пакрушова. Иккĕмĕш вырăна Мишеркасси шкулĕнчи 8-мĕш класри Ольга Романова тивĕçрĕ, виççĕмĕш – Мăн Этмен шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекен Валентина Мерзлайкина.
Экологи викторинин çĕнтерÿçисене шкулсенче иртекен юлашки шăнкăрав уявĕнче Хисеп грамотисемпе тата асăнмалăх парнесемпе чыслаççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"