26 апреля 2008 г.
Çут çанталăка упрасси, тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшасси – кашнин тивĕçĕ. Ял тăрăхĕсенче ешĕл хунавсем лартассипе, тирпей-илем кÿрессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Ырă ĕç çине пăхсан чун савăнать. Акă, çуркуннехи “Йывăç кунĕ” уйăхлăх пырать. Ку ĕçрен никам та аякра юлмарĕ. Ачкасси ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем кăçал 3800 тĕм лартса хăварнă, питĕркассисем – 2500, штанашсемпе киватикассисем – 2000-шер, хусанушкăньсемпе мăнэтменсем, атнарсем – 1000-шер ытларах, ыттисен кăтартăвĕсем пĕчĕкрех. Район экологĕ В.И.Романов пĕлтернĕ тăрăх, Шĕмшешри А.Михеев çемйипе 100 тĕп тĕрлĕ йывăç хунавĕ лартса хăварнă.