БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал 7 çул тума палăртнă

11 апреля 2008 г.

Районти çул-йĕр ĕçченĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене тивĕçлĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вĕсем яваплă тапхăр пуçланиччен муниципаллă çулсем çинче палăртса хунă хатĕрлев ĕçĕсен калăпăшне тунă ĕнтĕ.

Райадминистрацин çул-йĕр секторĕ пĕлтернĕ тăрăх, районти муниципаллă çулсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 125, 061 километрпа танлашать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çул-йĕр хуçалăхне 2182, 129 пин тенкĕ уйăрса панă. Çулсемпе çыхăннă ĕçсен тĕп укçа çăл куçĕ районăн муниципаллă бюджечĕ шутланать, унтан 1155, 281 пин тенкĕ уйăрнă. Республика бюджетĕнчен 1026, 848 пин тенкĕ хывнă. Çулсене пăхса тăма пурĕ 1682, 129 пин тенкĕ тăкакланă.

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Указне пурнăçлас тĕлĕшпе 2008 çулта районта 7 çул (пурĕ 17, 962 километр тăршшĕ) тума палăртнă. Вăл шутра: «Хĕрлĕ Чутай -Кÿпеш -Хурапыр», «Сура» -Тури Магарин-Покровски -Горбатовка” (Горбатовка ялĕ патне пымалли çул), «Уйпуç -Кив Атикасси - «Сура» - Кушлавăш» (Кушлавăш ялĕ патне пымалли çул), «Утаркасси - Пантьăк - Пĕчĕк Этмен - Хирлÿкасси - Пухтанкасси» (Пухтанкасси ялĕ патне пымалли çул), «Кив Атикасси - Штанаш - Вăрманкас», «Кив Атикасси - Штанаш - Урикасси», «Хĕрлĕ Чутай - Вишенер - Пчелка» (Вишенер, Пчелка, Дубовка ялĕсем патне пымалли çул).

Хальхи вăхăтра 5 объектра (унти подрядчиксене палăртнă) строительство материалĕсене хатĕрлес ĕç пырать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика