20 февраля 2008 г.
Хальхи вăхăтра нацисем хушшинчи çыхăнусене тĕрĕс йĕркелес ĕçре мĕн пур чĕлхесене аталанма тан услови туса парасси чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри шутланать. Юлашки вăхăтра журналсемпе хаçатсенче тăван чĕлхене хисеплеме, унăн тасалăхĕпе тирпейлĕхне упрама, пуплев культурине ÿстерме чĕнсе çырнă статьясемпе тĕрленчĕксем кăмăла çĕклеççĕ. Вĕсен тĕп шухăшĕ: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук».
Чăнах та, эпир, чăвашсем, çуралсанах чăвашла калаçма пуçлатпăр. Çавăнпа та чи малтан пирĕн ачасене чăвашла тĕрĕс, илемлĕ вулама вĕрентмелле. Ачасем мĕн чухлĕ тĕрĕсрех, хăвăртрах вулаççĕ, çавăн чухлĕ лайăхрах вĕренеççĕ. Анчах юлашки вăхăтра ачасем темшĕн кĕнеке вуласшăн мар. Вĕсем хатĕр информаципе çеç усă курасшăн. Ытларах ачасене телевизор, компьютер вăййисем илĕртеççĕ.
Эпĕ вĕренекенсене кĕнекене юратма вĕрентес ĕçе тĕп вырăна хуратăп. Мĕншĕн тесен кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ, вăл этемлĕхĕн мĕн пур опытне, культурипе искусствине, ку таранччен пухăннă пĕлĕвĕпе ăс-хакăлне ăруран-ăрăва памалли хатĕр. Кĕнеке вулама юратакан, ăна пĕлÿ çăл куçĕ вырăнне хуракан шкул ачи вĕренÿре нихăçан та юлса пымасть. Анчах та пирĕн пĕчĕк пепкесем çавна ăнкарса илеймеççĕ-ха. Çак шухăша пуçламăш класри ачасем патне çитерме пирĕн тĕлĕнмелле нумай вăй хумалла, çĕнĕ сĕнÿсемпе, мелсемпе усă курмалла. Çав тĕллевпе эпĕ хамăн уроксенче тăтăшах тĕрлĕ кĕнекесемпе те, илемлĕ литература произведенийĕсемпе те, словарьсемпе тата справочниксемпе те анлă усă куратăп. Ачасене тĕрлĕ кĕнекепе туслă пулма, çав кĕнекесене вуласа çĕнĕ пĕлÿ илме хăнăхтарса, вĕрентсе пыратăп. Анчах та класра çеç вуланипе кĕçĕн класри ачасене кĕнекепе туслашма, вуласа ăс илме вĕрентеймĕн. Чи кирли вăл, ман шутпа, ачан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесси. Вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ вăйăсем, конкурссем, экскурсисем ирттересси тĕп вырăн йышăнать. Тĕслĕхрен, «Пĕрле ларса вулар-ха» конкурс ачасене питĕ килĕшет. Килте çырăнса илнĕ пĕчĕккисен хаçат-журналне ача амăшĕпе е ашшĕпе вуласа сÿтсе явни те малалла аталанма пулăшать.
Кĕнеке лайăх вулама пĕлни урока тарăн шухăшлă та интереслĕ тума, ачасен сăмах йышне ÿстерме, пуплеве пĕтĕмĕшле аталантарма май парать. Çавăнпа та ĕнтĕ эпĕ хам ĕçре вуласси çине пусăм тăватăп. Çав тĕлĕшпех психологи наукисен кандидачĕ А.М. Кушнир методикипе усă курса ĕçлетĕп.
Ачасене хăвăрт та илемлĕ вулама вĕрентнĕ тапхăрта çакăн пек мелсемпе усă куратăп: нумай мар, анчах час-часах вулани; сĕрлевлĕ вулав; кашни урокра 5-шер минут вулани; çывăрас умĕн вулани; хĕрхенÿллĕ вулав.
Ачасене хăйсем тĕллĕн пĕлÿ илме вĕрентни те вырăнлă. Калăпăр, эпĕ пĕр хумхануллă хайлава вулама пуçлатăп та кăсăклантаракан вырăнта чарăнатăп. Ачасен малалла мĕн пулнине пĕлес килет. Вара ача хăех малалла вуласа каять. Çак ĕçре класс библиотеки пурри те пысăк вырăн йышăнать. Класра хитре хуплашкаллă, илемлĕ ÿкерчĕклĕ кĕнекесен куравĕ пĕчĕк ачасене хăй патне туртать. Вĕсен çав кĕнекесене тытса пăхас килет. Анчах пĕчĕккисем валли чăвашла çырнă кĕнекесем пирĕн çителĕксĕр.
Хамăн ĕçре эпĕ ытларах вăйă меслечĕпе усă куратăп. Уйрăмах ачасене сапаланнă сăмахсене сас паллисемпе сыпăксенчен пухасси, сăмах сăнчăрĕсене тăвасси, хăвăрт калăшсене каласси илĕртет. Çавăн пек пĕрлештернĕ, хутăш, сюжетлă уроксем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен, «Шкул пахчинче» çул çÿрев-урок. Урок пуçламăшĕнче доска çинче пахча пирки çырнă кĕнекесемпе пĕчĕккисем валли кăларнă хаçат-журналсем, ÿкерчĕксем. Кĕнекесем айĕнче пичетленĕ сăмахсем. Çав сăмахсене ачасем учительпе пĕрле вулаççĕ, сыпăксем çине уйăраççĕ, предложенисем тăваççĕ. Шкул пахчине экскурсине тухаççĕ, тĕрлĕ çимĕçпе паллашаççĕ, вĕсен ячĕсене калаççĕ, пичетлеççĕ, учительпе пĕрле вулаççĕ (1 класс). Çавăн пекех пĕр-пĕр çимĕçе шаблонпа ÿкерсе ÿкерчĕк айне çимĕçĕн ятне те пичетлеме май пур. Çав çимĕç çинчен кĕнекере мĕнле çырса кăтартнине тупса вулама та пулать.
Кашни урокрах ачасене «Фокус ăсти», «Кам ытларах ас туса юлать», «Кам нумайрах курать» вăйăсем выляттарма тăрăшатăп. Анчах темĕнле тăрăшсан та нумайăшĕ кĕнекепе туслах мар. Сăлтавне тупас тесе тестсемпе, ыйту-хурав мелĕсемпе усă курса пăхрăм. Ачасен тата ашшĕ-амăшĕсен хуравĕсенчен акă мĕн паллă пулчĕ:
1) ачасем валли илемлĕ литература библиотекăсенче сахалрах, уйрăмах пĕчĕккисем валли;
2) кĕнекесем питĕ пĕчĕк шрифтпа пичетленсе тухаççĕ;
3) кĕнекисем илемлĕ, ÿкерчĕкĕсем хитре пулччăр;
4) кĕнекесенче йывăр сăмахсем чылай.