08 февраля 2008 г.
Кашни çулах шкулсенче тĕрлĕ предмет эрнисем иртеççĕ. Акă, февралĕн 2-мĕшĕнче Мăн Этмен шкулĕнчи 9-мĕш классем хушшинче математика викторини пулчĕ, ăна математика учителĕ Альбина Агафоновна Михеева йĕркелесе ирттерчĕ.
Викторинăна математикăна халалланă сăвă йĕркисенчен пуçларĕç. Малалли ăмăртусем презентацисемпе усă курса иртсе пычĕç. Ăмăртăва тăватă ушкăн хутшăнчĕ. Конкурссем хушшинче тĕрлĕрен алгебра тата геометри ыйтăвĕсем, шÿтлĕ задачăсем, пантомимăсем, “художниксен конкурсĕ” (графиксем ÿкерес ăстасен конкурсĕ), анаграммăсем, кроссвордсем пулчĕç. Куракансем те тимлĕхсĕр тăрса юлмарĕç, вĕсене валли те тĕрлĕрен ăмăртусем иртрĕç. 1-мĕш вырăна Елена Ельмова, Оля Захарова тата Екатерина Ерофеева тухрĕç, 2-мĕш вырăнта вара Дмитрий Шорников, Екатерина Дмитриева тата Кристина Марукова пулчĕç, 3-мĕш вырăна çĕнсе илекеннисем – Надя Краснова, Марина Назарова тата Света Богатеева. Ачасем математика эрнине халалласа стена хаçачĕсем кăларнă. Малти вырăнсене йышăнакансене пурне те грамотăсем пачĕç.
Январь уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 22-мĕшĕ таранах Атнарти вăтам шкулта тĕрлĕ предметсен эрнисем иртеççĕ. Çак мероприятисене ирттерес тĕллевпе Галина Дмитриевна Тимофеева ятарласа план хатĕрленĕ. Çак планпа килĕшÿллĕн эрне мĕнле предмета халалласа иртессине палăртса хунă. Учительсем хăйсем вĕрентекен предметсен эрни валли питĕ тĕплĕн хатĕрленеççĕ.
Акă, физикăпа математика эрни вĕçленчĕ те. Ытлари кун, январĕн 29-мĕшĕнче 8 “а” класра физикăпа уçă урок иртрĕ. Физика вĕрентекенĕ Людмила Вениаминовна Кузьмина “Закон Ома для участка цепи” темăна вĕренекенсене çĕнĕ технологипе усă курса ăнлантарса пачĕ. Ачасене çак тема питĕ интереслентерчĕ, вĕсем тимлĕн итлесе ларчĕç, опытсене тинкерÿллĕ сăнарĕç.
Çав куннех, уроксем хыççăн физикăна халалланă “Слабое звено” вăйă иртрĕ. Ăна ертсе пыраканĕ Л.В.Кузьмина пулчĕ. Вăл физикăпа çыхăннă интереслĕ ыйтусем тупса хатĕрленĕ. Вăйăна 6 туртан хатĕрленĕ. Унта 9, 10 тата 11-мĕш класс ачисем хаваспах хутшăнчĕç. Чи пултарулли те хастарри 11-мĕш класра ăс пухакан Матвей Мадайкин пулчĕ. Çĕнтернĕ ятпа ăна Г.Д.Тимофеева Дипломпа чысларĕ.
Эрне кун, февралĕн 1-мĕшĕнче, математика вĕрентекенĕ Анна Прокопьевна Лаврентьева 6-мĕш класс ачисемпе уçă урок ирттерчĕ. Ачасем урокра задачăсене тĕрлĕ майпа шутлама пултарнине кăтартрĕç. Урок тухăçлă та интереслĕ пулнипе вăхăт иртни сисĕнмерĕ те. Уроксем пĕтсен вара КВН иртрĕ. Ăна математика вĕрентекенĕ Светлана Владимировна Индейкина йĕркелесе пычĕ. Унта 8-мĕш “а” тата 8-мĕш “б” класри математикăпа интересленекен хастар ачасем хутшăнчĕç. Жюри членĕсем, аслă класра вĕренекенсем, кашни командăн пултарулăхне çирĕп хакларĕç. Пĕрремĕш вырăна 8 “а” класăн “Радикал” команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна вара “Кривые” (8 “б” класс) команда тухрĕ. Çĕнтернĕ команда грамотăна тивĕçрĕ.
Çакăн евĕр вăйăсемпе мероприятисем пирĕн шкулта час-часах иртни ачасене те, вĕрентекенсене те питĕ савăнтарать. Вĕсем пултарулăха тата тавра курăма ÿстерме пулăшаççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"