30 января 2008 г.
РФ Президенчĕ В.В.Путин: “Ялти шкулсен ĕçне тĕплĕн шухăшласа йĕркелесе пыни вĕсем вĕрентÿ енĕпе те, оборудовани енĕпе те хулари шкулсенчен юлманни патне илсе çитерчĕ”.
“Вĕрентÿ” наци проектĕнче палăртнă тĕп тĕллев – вĕренекенсене, вĕсем ăçта вĕреннине пăхмасăр, паха пĕлÿ илме майсем туса парасси.
Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурĕ 16 шкул, вĕсенчен пĕри – Мăн Этменти вăтам шкул. Наци проекчĕ пурнăçа кĕнĕренпе мĕнле çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем пулса иртнĕ-ха çак шкулта;
М.И.Ярадаева ертсе пыракан шкулта 289 ача вĕренет, вĕсене ăс парса пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн пурĕ 35 педагог тăрăшать. Вĕсенчен 4-шĕ аслă квалификациллĕ, 24 – пĕрремĕш, 6 – иккĕмĕш категориллĕ вĕрентекенсем.
Вĕрентÿ тытăмне реформăлани педагогика коллективĕн яваплăхне ÿстерет. Ку вăл çак шкулти педагогсемпе вĕренекенсем тĕрлĕ шайри конкурссене хăйсен пултарулăхне тарăннăн уçса парас тĕллевпе хутшăннинчен те курăнать. Акă, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Г.Полозина пĕлтĕр Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илме пултарнă. Кăçал асăннă гранта илме конкурса шкулти 4 вĕрентекен – О.Н.Михеева, Н.И.Полозин, В.В.Кукушкин тата Г.Г.Кукушкина хутшăнĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.Маловăн стипендине, район пуçлăхĕн А.Криковăн гранчĕпе стипендине илме тивĕçлĕ педагогсемпе вĕренекенсем те пур шкулта.
Раççей телевиденийĕпе кăтартакан “Умники и умницы” передачăна хутшăннă А.Зиновьев та Н.Малов стипендиачĕ. Палăртмалла, Саша çакăн пек пысăк çитĕнÿсем тума пултарнинче шкулти педагогсен – Николай Ивановичпа Зинаида Григорьевна Полозинсен витĕмĕ пысăк.
Наци проекчĕ шкулăн пурлăх никĕсне пуянлатма та çул уçса панă. Шкулта 18 компьютер пур, 35 вĕрентекенрен 24-шĕ уроксене хатĕрленнĕ чух тата уроксем ирттернĕ чух компьютер технологийĕсемпе усă кураççĕ. Малалла ку кăтартусем татах та ÿсессе шанаççĕ мăнэтменсем. Чылай вĕрентекенпе вĕренекенĕн килте компьютер пуррине асăнмалла. Шкулăн хăйĕн сайчĕ те пур, Интернетпа та çыхăннă вăл.
Пĕлтĕр наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкула интерактивлă доска, 3 компьютер комплекчĕ, ноутбук тата фотоаппарат панă. Çавăн пекех информатикăпа истори кабинечĕсене çĕнетсе лайăхлатма 100 пин ытла тенкĕпе усă курнă, 117, 7 пин тенкĕлĕх столовăй оборудованийĕ, пĕрремĕш класа каякансем валли 13, 1 пин тенкĕлĕх сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Шкул библиотеки валли 38, 5 пин тенкĕлĕх илемлĕ литература туяннă.
Мăн Этменти вăтам шкул база шкулĕ шутланать, çавăнпа та кунта 3 шкул автобусĕ кунсерен графикпа килĕшÿллĕн 18 ялтан 200 ытла вĕренекене турттарать. Мăн Этмен шкулне вĕренекенсем пурĕ 28 ялтан пыраççĕ.
Паллах, информаци технологийĕсем вăй илсе пынă май вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче компьютер хатĕрĕсем палăрмаллах витĕм кÿреççĕ. Анчах та, тем тесен те, компьютер çине кăна шанса ларнипе те ĕç пулмасть.
“Хальхи вăхăтри вĕрентĕвĕн пĕлтерĕшĕ компьютерсемпе интерактивлă доска, Интернетпа электронлă вĕренÿ кăларăмĕсенче кăна мар. Кусем – вĕренÿ процесĕнче усă курмалли инструментсем кăна. Чи пĕлтерĕшли – çынпа çын хушшинчи хутшăнусем, вĕрентекенпе ачасем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе пыни”, – тет В.Ярабаев, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Тĕпрен илсен, паянхи пурнăç уттинчен юлмасăр, çĕнĕ технологипе усă курса, пуçаруллă ĕçлеççĕ мăнэтменсем. Апла пулсан, ялти шкулсенче вĕренекенсем те хуларисенчен юлмаççĕ теме пулать.