19 декабря 2007 г.
«Пирĕн пурнăç» хаçат редакцийĕ «Чи лайăх почтальон» конкурс ирттернине вуласа пĕлнĕ хыççăн Шĕмшешри çыхăну уйрăмĕнчи почтальонсем çинчен çырас шухăш çуралчĕ.
Сăмах май, кунти çыхăну уйрăмĕн ертÿçи пулса Алевтина Сергеева ĕçлет. Вăл хăйĕн ĕçне тĕрĕс, пĕлсе йĕркелет, коллектива ÿсĕм çулĕпе ертсе пырать. Мăн Этменпе Пĕчĕк Этмен, Шĕмшеш ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа, пенсипе Н.Сергеевапа Ю.Михеева тивĕçтерсе тăраççĕ. Манăн Юлия Тихоновна Михеева почтальонка пирки тĕплĕнрех çырса кăтартас килет.
Ю.Т.Михеева 1958 çулта Пĕчĕк Этмен ялĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти çыхăну техникумĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Алла диплом илсен çамрăк специалист ĕç биографине районти почтамтра пуçланă. Вăл телеграфист тивĕçне пурнăçланă. 6 çул тăрăшнă вăл çак ĕçре. Хăй вăхăтĕнче Юлия Тихоновна професси енĕпе йĕркеленĕ конкурссене чылай хутшăннă, çĕнтерÿпе те палăрнă. Çемье çавăрсан, 1982 çулта вăл тăван колхозра диспетчерта ĕçлеме тытăннă. Тăрăшуллă хĕрарăм хăйне шанса панă ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçлать. 1988 çулта Шĕмшеш çыхăну уйрăмне почтальон кирлĕ тенине илтет. Юлия Тихоновна ним шухăшласа тăмасăр почтальон ĕçне кÿлĕнет. Унтанпа 19 çул çитрĕ ĕнтĕ. Халĕ вăл чи лайăх почтальонсен йышĕнче. Çак тапхăрта пултаруллă хĕрарăм мĕн чухлĕ çынна хаçат-журнал çырăнтарман-ши; Вулавçăсене «Пирĕн пурнăç» хаçата ытларах çырăнса илме хавхалантарать. Ватăсемпе ватăлла, ачасемпе ачалла калаçма пултарать вăл. Çынпа калаçнă тата ĕç тунă чух нихăçан та çухалса каймасть. Çирĕп хĕрарăм.
Хисеплĕ почтальона эпир те, ачасем, чунтанах кĕтетпĕр, юратнă хаçат-журналпа хăвăртрах паллашасшăн-çке. Пирĕн çемье «Пирĕн пурнăç» хаçата кăмăллать, яланах çырăнса илетпĕр ăна. Эпĕ хамăн пĕчĕк статьясене редакцине ярса тăратăп, пичетленсе тухсан хĕпĕртетĕп. Çавăнпа юратнă почтальонка кил умне çитсе хаçат парасса питĕ кĕтетĕп. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каланă май, 2007 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе палăрнăшăн Юлия Тихоновнăн ятне Çĕмĕрлери почтамтăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. «Ĕçчен çынна ял савать», – теççĕ. Ю.Т. Михеева та ялти ятлă çын. Çăмăл мар ĕçре ăна ăнăçу сунас килет.