27 ноября 2007 г.
Районта çамрăк çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе федераллă тĕллевлĕ “Çурт-йĕр” программа ĕçлет.
2006 çулта çамрăк çемьесене пулăшас тĕлĕшпе федераллă тата республика бюджечĕсенчен 2 миллиона яхăн укçа уйăрнă. Тĕллевлĕ пулăшăва 8 çемье тивĕçнĕ: пĕр ачаллă çемьесем 314 пин тенкĕшер ытларах субсиди илнĕ, 2 çемье, вĕсен хальлĕхе ачасем çук, каялла тавăрса памалла мар 213-шер пин тенкĕлĕх пулăшупа усă курнă. Палăртмалла, çак 8 çемьерен 7-шĕ хваттер туяннă, пĕр çемье çурт-йĕр çавăрнă.
2007 çулта субсиди çăмăллăхĕпе 6 çемье усă курĕç. Федераллă бюджетран укçа куçнă, 3 çемьене субсиди парас ĕç пуçланнă. Çитес вăхăтра çак пулăшупа М.Н.Сергеев (Мăн Этмен ял тăрăхĕ), А.И.Фондеркинпа А.И.Митрофанов (Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ) усă курĕç.
Источник: "Пирěн пурнăç"