БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырма вĕçленмен-ха

01 сентября 2007 г.

Районта вырма ĕçĕ малалла пырать. Калас пулать, кăçал районти хуçалăхсен 7010 гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртмелле.  Райадминистрацин ял хуçалăхпа экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕн начальникĕн çумĕн Н.Коробков пĕлтернĕ тăрăх, августăн 31-мĕшĕ тĕлне  тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене 5238 гектар вырнă. Вăтам тухăç 17 центнерпа танлашать.

Вырма ĕçĕсене “Нива” ЯХПК-ра вĕçленĕренпе эрне те иртнĕ ĕнтĕ.  Вĕсен тухăçĕ - 19,8 центнер. Çак кунсенче “Победа”, “Мочковашский”, “Сура”, “Искра-Хмель” хуçалăхсем вырса пĕтернĕ. Ытти ял хуçалăх кооперативĕсенче ĕçсем малалла пыраççĕ.  Палăртмалла, районĕпе чи пысăк тухăç хальлĕхе “Свобода” ЯХПК-н 25,9 центнер, “Коминтерн”  хуçалăхăн 22 ытларах, “Аккозинский” - 10 яхăн.

Кĕр аки ĕçĕсене кăçал 4090 гектар пурнăçламалла. Паянхи куна кĕрхи культурăсене 1322 гектар акнă. Ку енĕпе “Нива” хуçалăх аван ĕçлет, 250 гектара яхăн акнă ĕнтĕ, кунти ĕçченсем кĕр акине паян-ыран вĕçлеççĕ. Çавăн пекех “Асамат” 420 гектар, “Коминтерн” 220 гектар çинче кĕрхи культурăсене акнă. “Сура” тата “Искра-Хмель” хуçалăхсем ку ĕçе пуçăнман-ха.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика