БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем паян кирлĕ, ыран мар

17 августа 2007 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн республикăри кашни ял патне хытарнă çул çитерес тĕлĕшпе йышăннă Указне пурнăçласа пĕтĕм­пе 500 километр ытла çул тăвассипе кăçал Чăваш Ене 4,4 миллиард тенкĕне яхăн укçа кирлĕ. Аса илтерес килет, Чăваш Енре кĕске хушăра - 2 çул хушшинче - кашни яла хытарнă çулпа çыхăнтарассине пурнăçлама палăртнă. Çакна валли пĕтĕмпе 9 миллиард тенкĕ кирлĕ пулĕ.

Райадминистрацин çул-йĕр секторĕн заведующийĕ В.Н.Романов пĕл­тернĕ тăрăх, ЧР Министрсен Кабинечĕн 321 № йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал “Етĕрне-Мăн Явăш-Çĕн Атикасси” (2,86 километр тăршшĕ), “Хĕрлĕ Чутай-Туктамăш-Ачкасси” (1,73), “Сура-Енкĕлт” (1,195) тата Атнар лесничествине каякан (0,48) çулсене тума палăртнă. Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн 125-Р № хушăвĕпе  2007 çулта 15 объекта хута ямалла. Хальхи вăхăтра Чурпай тата Кушлавăш ялĕсем çывăхне пыракан хытарнă çулсене хута яраççĕ. Ытти 13 объектне çулталăк вĕçĕччен вĕçлеме шутлаççĕ. Палăртмалла, çак ĕçсене пурнăçлама Чăваш Республикинчи бюджетран 31 миллион та 778 пин тенкĕ уйăрма пăхса хунă.  Сăмах май, ЧР Президенчĕ кăçал “Акатуй” уявĕнче районти çулсене юсама, ялсене хытарнă çулпа тивĕçтерме 627 миллион тенкĕлĕх сертификат панăччĕ. Унсăр пуçне район бюджетĕнчен 21 миллион та 188 пинпе усă курмалла. Çак укçа Штанашри кĕпере тĕпрен юсаса çĕнетме, Хĕрлĕ Чутай салинчи çуртсем çывăхĕнчи çулсене юсама, Заводской урамĕнчи автоçула тума тата çулсене пăхса тăма кирлĕ.

Хальхи вăхăтра çак ялсем çывăхне хытарнă çул çитерессипе ĕçсем пы­раççĕ:

- Хурапыр (3,9 км)*

- Пухтанкасси (0,9 км)*

- II Липовка (0,5 км)*

- Тумликасси (0,8 км)*

- Хăмаркка (1,1 км).

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика