БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул юратнă шкул

30 июня 2007 г.

Июнĕн 26-мĕшĕнче районти шкулсенчен вĕренсе тухакансен ăсату каçĕсем иртрĕç. Кăçал вăтам шкул пĕтерсе 175 çамрăк алла аттестат илчĕ. Вĕсенчен пĕр выпускница, Мăн Этмен шкулĕнчи Татьяна Ярабаева, вĕренÿ çулне ылтăн медальпе вĕç­ленĕ, 14-ăн кĕмĕл медаль илме тивĕçлĕ пулнă.

Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчен вĕренсе тухакансен ăсату каçĕ районти культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Чечек çыххисем тытнă хитре тумланнă каччăсемпе хĕрсем çепĕç юрă-кĕвĕпе сцена çине тухрĕç. Гимнази директорĕ Р.Н.Ильина выпускниксене 11 класа ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пурĕ 70 вĕренекен шкулпа сыв пуллашса алла аттестат илме тивĕçлĕ пулнине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Т.Н.Шереметьева çамрăксене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă ятпа ăшшăн саламларĕ, малалла пĕлÿ илме, пурнăç тĕллевне тупма, тăван шкула ялан асра тытма ăнăçу, телей сунчĕ. Унтан шкулпа сыв пуллашакансене аттестат пачĕç, ашшĕ-амăшĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕшĕн чĕререн тав турĕç. Палăртмалла, кăçал вĕренÿ çулне Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчен вĕренсе тухакан 7 çамрăк кĕмĕл медальпе вĕçлерĕ. Вĕсем: П.Григорьев, А.Калейкина, А.Журавлева, О.Тимкина, И.Хораськин, К.Кабардаева, О.Прокопьева. Выпускниксене саламлама Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Романов, культурăпа кану центрĕн дирекцийĕ ячĕпе В.М.Колокольчикова сăмах илчĕç, ял тăрăхĕнчи чи пултаруллисене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç, пĕлĕве ÿстерсе, ăслă-тăнлă пулса района каялла таврăнма чĕнсе каларĕç. Ăсату каçĕнче саламлакансем чылаййăн пулчĕç. Вĕсенчен кашни çамрăксене пурнăç сукмакĕпе çирĕп утма, чăн-чăн çынсем пулма телейлĕ çул сунчĕ. Шкулпа сыв пуллашакансем те хăйсене тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнă учительсене тав турĕç.

Вальс ташшипе уявăн пĕрремĕш пайĕ вĕçленчĕ. Малалла выпускниксемпе учительсем çепĕç кĕвĕпе ташларĕç, савăнчĕç...

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика