БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван МИХОПАРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ: "Коронавируспа пĕрле кĕрешер"

16 декабря 2020 г.

Хисеплĕ район çыннисем, паянхи калаçура хальхи вăхăтра пире пурне те хумхантаракан ыйту çинче чарăнса тăратăп. Паянхи кун коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăру çивĕч тăрать. Шел те, вăл тĕнчипех сарăлнă, вăл шутра Чăваш Енре те, пирĕн районта та. Коронавирус инфекцийĕ сарăлма пуçланăранпа районта чак чире 205 çынăнне тупса палăртнă. Çакăн пеккисем октябрьте 6 пулнă пулсан, ноябрьти кăтарту - 25. Эпидеми пуçланнăранпа вара районта асăннă чире пула çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тĕслĕхсем те пур.

Халĕ районта суту-илỹ объекчĕсенче тата обществăлла транспортра профилактика ĕçĕсем те иртеççĕ. Ятарлă ушкăнсем районта пурăнакансем хăрушсăрлăх мерисене пăхăннине тĕрĕслеççĕ, ача сачĕсене тата шкулсене, культура тата хушма пĕлỹ паракан учрежденисене çитеççĕ. Енчен те вирус пандемийĕ вăхăтĕнче районта пурăнакансем обществăлла вырăнсенче чиртен сыхланмалли йĕркесене пăхăнмасан, çỹлерех асăннă ятарлă ушкăнсем вĕсем пирки кирлĕ мерăсем йышăнĕç. Маска тăхăнма манмалла мар, алăсене дезинфекци тумалла, дистанцие пăхăн малла. Коронавируса сарăлма памалла мар - çакă пирĕн пĕрлехи ĕç. Пирĕн кашнийĕнех тимлĕрех пулмалла, яваплăха туймалла. Çапла тусан кăна çак йывăр тапхăра çăмăлтарах ирттерсе ярăпăр.

Вирус малтанхи пекех хăрушă. Çавăнпа та обществăлла вырăнсенче асăрхануллăрах пулмалла. Уйрăмах суту-илỹ объекчĕсенче кирлĕ хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла. Сутуçăсен те, туянакансен те маскăпа пулмалла, пỹлĕмсене вăхăтра уçăлтармалла тата дезинфекци тумалла.

Аслă ỹсĕмрисене çапла калас килет: пур хăрушсăрлăх мерисене те пăхăнăр. 65 çултан аслăраххисем хăрушлăх зонинче шутланаççĕ. Сирĕн чир йывăррăн иртет. Çавна шута илсе сирĕн ытларах вăхăта хăвăр пурăнакан вырăнта ирттерме тăрăшмалла.

Паян медицина ĕçченĕсене те çăмăл мар. Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем, паянхи кун сирĕн çине тиенĕ ĕç çуркуннехинчен чылай йывăртарах. Эсир чирлисене ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшатăр. Эпир çакна пурте куратпăр, çакăншăн сире пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Сирĕн алăра пирĕн сывлăх тата пурнăç.

Хисеплĕ ентешсем, яваплă пулăр. Çак чиртен сыхланас тесе профилактика йĕркине çирĕп тытса пырăр. Пурне те çирĕп сывлăх сунатăп

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика