БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăран - ĕçтăвкома, е районти тĕрлĕ организацие ертсе пынă фронтовиксем

19 августа 2020 г.

Районти архивăн фончĕсенче Хĕрлĕ Чутай райканашĕн ĕç тăвакан комитетĕнче тăрăшнă çынсем тата тĕрлĕ организацие ертсе пынисем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнни пирки калакан информаци упранать.

Григорий Андреевич Андреев, 1919 çулта Куславкка районĕнче çуралнă. 1939 çултан пуçласа 1943 çулччен стрелковăй рота командирĕ пулнă. "Хăюлăхшăн" медале тивĕçнĕ.

1944 çулхи февраль уйăхĕнчен тытăнса пирĕн районти ĕçтăвкомра гособеспечени пайĕн заведующийĕ пулнă.

Николай Николаевич Антонов, 1913 çулта Утаркассинче çуралнă. Совет Çарне ăна 1941 çулта илнĕ, 1942-1943 çулсенче взвод командирĕ пулнă, 1943-1944 çулсенче - батальон командирĕ, 1944 çулхи июнь уйăхĕнчен тытăнса 1945 çулхи январь уйăхĕччен - батальонăн финанс пайĕн начальникĕ.

Гвардин аслă лейтенанчĕ Антонов Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн", "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ.

1948 çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса райканашăн ĕçтăвкомĕнче финанс пайне ертсе пынă.

Степан Андреевич Артемьев, 1910 çулта Хурапырта çуралнă. 1940-1944 çулсенче 356-мĕш стрелковăй дивизи командирĕ пулнă.

1944 çулхи июль уйăхĕнчен районти апат-çимĕç комбиначĕн директорĕнче тăрăшнă.

Афанасий Кузьмич Борисов, 1904 çулта Туктамăшра çуралнă. 1942-1946 çулсенче Хĕрлĕ Çарта пулнă, офицер.

1946 çулхи апрель уйăхĕнчен - райпромкомбинат управляющийĕ.

Андрей Алексеевич Власов, 1910 çулта Вырăсушкăнче çуралнă.1941-1943 çулсенче 445-мĕш стрелковăй полкра çапăçнă, 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи май уйăхĕччен Кăнтăр Хĕвеланăç фронтĕнче политика енĕпе ĕçлекен начальникăн çумĕ пулнă.

1944 çулхи июль уйăхĕнчен - районти РОНО начальникĕ.

1948 çулхи февраль уйăхĕнче районти депутатсен канашĕн ĕçтăвком председательне çирĕплетнĕ.

Иван Михайлович Герасимов, 1919 çулта Ваçка-çырминче çуралнă.

Совет Çарĕнче 1939 çултан пуçласа 1945 çулччен пулнă: аслă писарь, старшина, дивизи штабĕн управленийĕн диспетчерĕ.

Икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, "Хăюлăхшăн", "Çапăçури тава тивçлĕ ĕçсемшĕн", "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ.

1947 çулхи январь уйăхĕнчен тытăнса ОСОАВИАХИМ-ăн районти канашĕн çар енĕпе вĕрентес командир-инструкторĕ пулнă.

Антон Максимович Дугов, Шулюра 1908 çулта çуралнă.

1941 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулччен 54-мĕш дивизире çапăçнă.

1945 çулхи август уйăхĕнчен тытăнса районти промкомбинат управляющийĕ пулнă.

Алексей Ильич Ильин, 1908 çулта Етĕрне уесĕнче çуралнă.

1938-1942 çулсенче пирĕн районти финанс пайĕн тĕп бухгалтерĕ пулнă.

Калинин, Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш Прибалтика фрончĕсенче çапăçнă.

1942 çулта пĕр хушă 179-мĕш дивизийĕн 234-мĕш стрелковăй полкĕн аслă писарĕ, делопроизводство заведующийĕ пулнă. 1945 çулта Çар прокуратурин следователĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

"Çапăçури тава тивçлĕ ĕçсемшĕн" медале тивĕçнĕ.

Иван Васильевич Илюшкин, 1918 çулта Хирлỹкассинче çуралнă.

Вăрçăра танк бригадинче çапăçнă.

1942 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи апрель уйăхĕччен Хирлỹкасси ял Канашĕн секретарĕ пулнă, унтан - райканашăн ĕçтăвкомĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Валентин Дмитриевич Кожевников, 1925 çулта Хĕрлĕ Чутайра çуралнă.

1943 çулта вăрçа кайнă, каялла 1946 çулта таврăннă.

"Çапăçури тава тивçлĕ ĕçсемшĕн" медале тивĕçнĕ.

1948 çулхи февраль уйăхĕнчен тытăнса районти ĕçтăвкомăн социаллă пулăшупа тивĕçтерекен пай заведующийĕ пулнă.

Иван Николаевич Коннов, 1916 çулта Штанашра çуралнă.

1940 çулта çара илнĕ, вăрçăра 1945 çулхи апрель уйăхĕччен пулнă.

Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, "Çапăçури тава тивçлĕ ĕçсемшĕн" медале тивĕçнĕ.

1946 çултанпа районти выльăх-чĕрлĕх пайĕн заведующийĕ пулнă.

Кирилл Павлович Корнилов, 1906 çулта Сорăмра çуралнă.

Вăрçăра - 1941çултанпа, политрук пулнă, 1942 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи июль уйăхĕччен - рота командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕ.

1944 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 1946 çулхи июль уйăхĕччен - райкомăн Хĕрлĕ Чутай салинчи çар пайĕн заведующийĕ.

1946 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1947 çулхи март уйăхĕччен - райкомăн пропаганда пайĕн заведующийĕ.

1947-1948 çулсенче - райкомăн кадрсемпе ĕçлекен секретарĕ.

1948-1949 çулсенче - райкомăн иккĕмĕш секретарĕ.

1949 çулхи февраль уйăхĕнчен - ĕçтăвком председателĕн çумĕ - райплан председателĕ.

Михаил Яковлевич Кудряшов, 1925 çулта çуралнă.

Вăрçăра 1943 çултанпа пулнă, минометчик. 5 уйăх хушши минометчиксен бригадин ташăпа юрă ансамблĕнче пулнă.

1945 çулта Михаил Кудряшова тăшман тылне янă. Унтан вăл каялла хăйĕн чаçне таврăннă.

1947 çултан пуçласа районти ĕçтăвкомăн физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ пулнă.

(Малалли - çитес кăларăмсенче).

Елена ТВЕРСКОВА, район администрацийĕн архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика