БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмакасем юсавлă-и?

17 сентября 2020 г.

Кăçал сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне районта 30 пушар пулнă. Хутса ăшăтмалли тапхăр çывхарнă май районта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма сĕнетпĕр. Хутса ăшăтмалли хуçалăхсенче яланах пушар тухас хăрушлăх пур. Çавăнпа та кăмака юсавлăхне тĕрĕслесех тăмалла, çурăк пулма пултарать. Вăл шăпах пушар сăлтавĕ пулаять. Пушар тухасран тĕтĕм çулĕн е кăмака стенисене юпăласа (разделка) тухмалла. Кăмакана кунне 1-2 хутчен хутсан унăн сарлакăшĕ пĕр кирпĕчпе тан пулмалла. Вĕсене купаламалли раствора тăмран, цементран е извĕçрен тумалла. Тĕтĕм çулĕсене, кăмакана шуратмалла. Вĕсем çунман материалсенчен пулмалла. Кăмака умĕнчи алăк патĕнче 50х70 виçеллĕ металл çапса хумалла. Кăмака алăкĕ лайăх хупăнмалла. Кăмакана çунтармалли-сĕрмелли шĕвекпе илтерсе ямалла мар. Ун çинче е çывăхĕнче япаласем, атă-пушмак тата вутă типĕтме юрамасть. Сĕтел-пукан кăмака çывăхĕнчен аякра пулмалла. Хутнă кăмакана тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Çак ĕçе ачасене шанма юрамасть.

А. ЯРАБАЕВ, Хĕрлĕ Чутайпа Çĕмĕрле районĕсен пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика