БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутай ташши-юррин çăлкуçĕсем ан иксĕлччĕр

13 декабря 2019 г.

Районти Культура çуртĕнче кăçалхипе 14-мĕш хут иртнĕ "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фольклор фестивалĕнче вырăнти йăла-йĕркесене упрассишĕн тăрăшакан фольклор ушкăнĕсем яланхиллех хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Фестивале йĕркелекенсем кашни çулах çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшаççĕ, кăçал та çапла пулчĕ.

Чи малтанах куракансем умне Хусанушкăнь, Кив Атикасси, Штанаш ял тăрăхĕсенчи "Урпаш", "Шупуç", "Шуçăм" фольклор ушкăнĕсене çỹрекенсем тухрĕç. Вĕсем Вырăсушкăнь ялĕнче ирттерекен "Пукане" йăла уявне кăтартса пачĕç. Хальччен çак уяв пирки нумай илтнĕ, анчах кайса курма вăхăт тупайманнисем те фольклор каçĕнче "Пукане" уявĕ мĕнлерех иртнине курса савăнма пултарчĕç.

Унтан вара сцена çине Мăн Этменти Культура çурчĕ çумĕнчи "Елĕм" (ертỹçи - Джамиля Богославская), Питĕркассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Хăмăш" (ертỹçи - Георгий Ярлов), районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Шокăль" (ертỹçи - Виталий Чишкин) фольклор ушкăнĕсем тухрĕç. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри чăвашсем салтака мĕнле ăсатнине кăтартса пачĕç.

Хыççăн Туктамăшри Культура çурчĕ çумĕнчи "Çартмас" (ертỹçи - Нина Чуракова), Атнарти Культура çурчĕ çумĕнчи "Айхал" (ертỹçи - Геннадий Шуськин), Тралькассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Хăнатар" (ертỹçи - Ираида Горланова) фольклор ушкăнĕсем Çăварни юрри-ташшипе паллаштарчĕç.

Серенкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Артанас" (ертỹçи - Нина Абакумова), Мишеркассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Сăр таппи" (ертỹçи - Юрий Ельмов), районти Культура çуртĕнчи ветерансен "Шанчăк" (ертỹçи - Галина Сергеева) фольклор ушкăнĕсем вара Чутай туйне кăтартса пачĕç.

Район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов ертсе пыракан жюри фольклор ушкăнĕсен ташши-юррине курнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕ:

. "Салтак юрри-ташши" номинацире районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Шокăль" фольклор ушкăнĕ çĕнтерчĕ;

. "Çăварни юрри-ташши" номинацире Атнарти Культура çурчĕ çумĕнчи "Айхал" фольклор ушкăнĕ çĕнтерчĕ;

 "Туй юрри-ташши" номинацире Мишеркассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Сăр таппи" фольклор ушкăнĕ çĕнтерчĕ.

Фестивале хутшăннă пур фольклор ушкăнĕ те дипломсене тивĕçрĕ, çĕнтерỹçĕсем парнеллĕ пулчĕç.

"Пукане" йăла уявне кăтартса панă фольклор ушкăнĕсем район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

А.КАРПОВА. 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика