24 сентября 2019 г.
Чăваш Ене мобильлĕ медицина комплексĕсем килнĕ. Вĕсемпе Пăрачкав, Елчĕк, Йĕпреç, Шупашкар, Улатăр, Вăрмар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи врачсем халăх патне çỹрĕç. Мобильлĕ комплекссем асăннă районсенчи пĕчĕк тата фельдшерпа акушер пункчĕсем çук ялсене çитсе килме кирлĕ. Медицина комплексĕсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион тенкĕ уйăрнă.
"Сывлăх сыхлавĕ" наци проектне пурнăçласа кăçал пирĕн республикăна 18 комплекс кỹрсе килмелле. Вĕсем 100 çынтан сахалрах пурăнакан ялсенчи 33 пин çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парĕç.
Хальхи вăхăтра республикăри пĕчĕк ялсенче пурăнакансем патне куçса çỹрекен медицина центрĕ тата 13 мобильлĕ медицина комплексĕ, 1 маммограф çỹрет.
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"