09 августа 2019 г.
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннипе районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкернĕ канашлура Çĕн Ирчемесри Зоя Дмитриевнăпа Виталий Федорович Медведевсене çемье йăли-йĕркисене çирĕп тытса пынăшăн, юратупа шанчăклăхра пурăнса ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чысларĕç.
Çемье пуçĕ - Виталий Федорович - Çĕн Ирчемес ялĕнче 1940 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Çичĕ класс пĕтерсен вăл районти МТС-а ĕçлеме вырнаçнă. 1959-1962 çулсенче Арзамасри шалти çарсенче службăра пулнă. Çар тивĕçне кăтартуллă пурнăçланăшăн ăна çар чаçĕн "Хисеп кĕнекине" те кĕртнĕ. 1963-1964 çулсенче Виталий Федорович Етĕрнери училищĕре тракториста вĕреннĕ. 1964-1973 çулсенче вара Виталий Медведев районти милици сотрудникĕнче вăй хунă. Унтан 1973-1974, 1979-1995 çулсенче "Путь коммунизма" колхозра ("Колосра") трактористра тата трактор бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Çак çулсенче Виталий Федорович ĕççи вăхăтĕнче лайăх кăтартусемпе палăрса ĕç ăмăртăвĕнче çĕнтернĕшĕн пилĕк хутчен Хисеп хутне тивĕçнĕ. 1974-1979 çулсенче Виталий Медведев Атнар лесничествинче вăрман касакан, йывăç ỹкерекен тивĕçне пурнăçланă. Унтан 1996-2000 çулсенче вырăнти сысна ферминче тăрăшнă, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Виталий Федоровичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 42 çулпа танлашать. Вăл - ĕç ветеранĕ. 2015 çулта вăл "Вăрçă ачи" медале тата районти ветерансен организацийĕ 75 çул тултарнă май ун ĕçне активлă хутшăннăшăн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Зоя Дмитриевна та 1945 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Çĕн Ирчемес ялĕнчех кун çути курнă. Шкул пĕтерсенех вăл колхоз членне кĕнĕ, 1961-1977, 1981-1985 çулсенче Зоя Дмитриевна "Путь коммунизма" колхоз уй-хирĕнче вăй хунă, 1977-1980, 1986-2000 çулсенче вара сысна пăхнă. Çăмăл мар ĕçшĕн Зоя Медведева СССР Ялхуçалăх министерствин тата ялхуçалăх ĕçченĕсен профсоюзĕн тĕп комитетĕнчен "1976 çулхи социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи" паллăна тивĕçнĕ. Зоя Дмитриевнăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 37 çулпа танлашать, вăл та - ĕç ветеранĕ.
Зоя Дмитриевнăпа Виталий Федорович 1964 çулхи январь уйăхĕнче пĕр çемьене чăмăртаннă. Мăшăр виçĕ ачине кун çути парнеленĕ, пурне те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
1964 çулхи декабрь уйăхĕнче вĕсен аслă хĕрĕ Светлана çуралнă. Вăл хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Канашри педагогика училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухсан 1986 çултан тытăнса 2005 çулччен Уйпуçĕнчи шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ. 2006-2015 çулсенче вара Светлана Витальевна Саланчăкри интернат шкулта воспитательте тимленĕ. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.
Альбина хĕрĕ 1968 çулта çут тĕнчене килнĕ. 1983 çулта вăл шкула "5" паллăсемпе кăна вĕçленĕ. 1983-1986 çулсенче Шупашкарти экономикăпа технологи техникумĕнче ăс пухнă. Хĕрлĕ дипломлă специалист 1986-1998 çулсенче Йошкар-Ола хулинчи аш-какай комбинатĕнче чи малтан инженер-экономистра, унтан техник-экономистра вăй хунă. 1992 çулта Альбина Витальевна Мускаври Пĕтĕм Союзри апат промышленноçĕн куçăмсăр институтне пĕтернĕ. 1998-2009 çулсенче вăл налук инспекторĕнче тата Раççей налук инспекцийĕн Шупашкарти пай начальникĕнче тăрăшнă. 2009-2015 çулсенче Раççей пенси фончĕн тĕп хуламăрти уйрăмĕнче ĕçленĕ. 2015 çултан тытăнса паянхи кунччен вăл Мускаври налук инспекцийĕнче пысăк налук тỹлекенсемпе ĕçлекен инспекторта тимлет.
1975 çулта Вячеслав ывăлĕ çуралнă. Шкул хыççăн вăл Шупашкарти педагогика училищине çул тытнă, ĕçпе черчение вĕрентес уйрăма суйланă. 1994-1995 çулсенче каччă çар тивĕçне пурнăçланă. 1996-2000 çулсенче Вячеслав Йошкар-Олара милици сотрудникĕнче вăй хунă. Вячеслав Медведев майор 2000 çултанпа Çĕмĕрлери полици уйрăмĕнче тăрăшать. 2007 çулта вăл Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă, "Йĕрке хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ" специальноçе алла илнĕ.
Виталий Федоровичпа Зоя Дмитриевна 55 çул пĕрле пурăнаççĕ ĕнтĕ. Вĕсен çемйинче ăнланупа килĕшỹ хуçаланать. Ялта та вĕсем хисепре, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен пилĕк мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук пур, шăпах вĕсемпе йăпанаççĕ те ватăсем. Çемье тăнăçлăхĕ, çирĕплĕхĕ мĕнре-ши тесе ыйтсан Зоя Дмитриевнăн хуравĕ çапларах пулчĕ: "Мăшăрăн сăмахне манăн итлемелле, унăн - манăн сăмаха. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнмалла". Çак сăмахсене тĕпе хурса чылай çул алла-аллăн пурнăç çулĕпе пĕрле утаççĕ те ĕнтĕ Медведевсем.
Н.МИДАКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"