БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ учитель

15 февраля 2017 г.

Тава тивĕçлĕ учитель

     Пирĕн районта пултаруллă, шкулсен чыс-сумне çĕклекен педагогсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Мăн Этменти вăтам шкулта вăй хуракан, ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ Николай Иванович Полозин. 1990 çултанпа вăл çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитанипе тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшать. Çав шутран 23 çулне Николай Иванович тăван Мăн Этмен шкулне халалланă. Çак кунсенче манăн 2013 çулта "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ", пĕлтĕр "Халăх академикĕ", кăçал "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ вĕрентекенпе тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ. Хуть те мĕнле пысăк çулăн та пуç-ламăшĕ пур. "Мĕншĕн Эсир учитель профессине суйласа илтĕр?" - ыйтрăм эпĕ чи малтанах Николай Ивановичран. - Хама шкулта лайăх учительсем вĕрентнĕрен, - пулчĕ хурав. - Эпĕ Мăн Этмен шкулĕнче 1972 çултан пуçласа 1982 çулччен вĕрентĕм. Пире обществознанипе Петр Порфирьевич Пигильдин учитель-фронтовик (эпĕ истори факультетне вĕренме кĕнине пĕлсен вăл питĕ савăннăччĕ), историпе Дмитрий Петрович Хораськин, матема-тикăпа Вера Андреевна Шалтайкина чунĕсене парса вĕрентни тата Вера Федоровна Трофимова класс ертỹçи пулни халĕ те асра. Çак пултаруллă педагогсене манăн питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Ку чăнах та çапла ĕнтĕ - пирĕнтен чылайăшĕ малашлăх çулне аслисен ырă тĕслĕхне кура суйласа илет. Çапах та кунта çакна каласа хăвармалла: педагог профессине алла иличчен Николай Полозин çулталăк хушши Шупашкарти Ялхуçалăх институтĕнче механизаци факультетĕнче вĕреннĕ. Унтан икĕ çул хушши салтакра пулнă. Çартан таврăнсан вара тимĕр-тăмăр патне чунĕ туртсах кайманнине ăнланса илнĕ те Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ, пилĕк çултан алла учитель дипломне илнĕ. 1990-1993 çулсенче çамрăк учитель Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта историпе обществознани учителĕнче тăрăшнă, унтан тепĕр çулталăк - роно инспекторĕнче. 1994 çултан пуçласа мĕн паянхи кунччен Николай Полозин Мăн Этмен шкулĕнче вăй хурать. Çак хушăра хăй педагог профессине суйласа илсе пĕрре те йăнăшманнине темиçе хутчен те çирĕплетсе панă вăл. - Ачасемпе ĕçлеме çултан-çул йывăрланса пырать, - тĕрĕссине пытармасть педагог. - Шкул программи те çăмăл мар, самани те улшăнать - çакă та витĕм кỹрет пулĕ. Темиçе теçетке çул каяллипе танлаштарсан халĕ çынсем учитель çине урăхларах пăхаççĕ. Çапах та ачасене, хамăн ĕçе юратни йывăрлăхсене çĕнтерме, тăрăшма хистет. Учитель хăйсемпе тăрăшса, чуна парса ĕçленине ачасем ăнланаççех. Кăсăклă уроксене камăн çỹрес килмĕ? Николай Полозинăн вĕренекенĕсем шкулта илнĕ тарăн пĕлĕвне тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса çирĕплетеççĕ. Патшалăх экзаменĕсенче те унăн вĕренекенĕсем çулсерен республикăри вăтам кăтартусенчен пысăкрах балсем пухаççĕ. Педагог хăй те ăсталăхне ỹстерсех пырать. Тăтăшах учительсем хушшинче иртекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Икĕ хутчен - 2008 тата 2015 çулсенче - Раççей Президенчĕн чи лайăх учительсене паракан грантне çĕнсе илнĕ. Тăван тăрăх историне тĕпчес туртăмĕ пысăк пулнăран Николай Полозин 2014 çулта "Большеатменской школе - 100 лет", 2015 çулта "Книга памяти деревень Большие Атмени, Малые Атмени, Шумшеваши" кĕнекесем кăларнă. Кăçал унăн "Энциклопедия просвещения Красночетайского края" кĕнеки кун çути курчĕ. Хальхи вăхăтра вара Николай Иванович тепĕр калăпăшлă ĕçе пуçăннă - район энциклопедийĕн иккĕмĕш çĕнетнĕ кăларăмне хатĕрлессипе тимлет. "Нимĕнле çитĕнỹ те çын пĕччен тăрăшнипе пулмасть. Мана пуçăннă ĕçсенче пулăшса пыракансене, шкул коллективне, пĕрле ĕçлекенсене, пĕр шухăшлă çынсене чунтан тав тăватăп", - тет Николай Иванович. Ĕçре, пултарулăхра çитĕнỹсем тума çывăх çынсем ăнланни те пулăшать. Николай Ивановичăн мăшăрне Зинаида Григорьевнăна та вĕренекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕ ырăпа кăна асăнаççĕ. Мăшăрсем пĕр шухăшлă пулнăран, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннăрăн ĕçсем те кал-кал каяççĕ. Ачисен çитĕнĕвĕсем вара ашшĕ-амăшне хăйсеннинчен те ытларах савăнтараççĕ пулĕ. Полозинсем икĕ хĕре кун çути парнеленĕ. Асли, Лена, Мускаври Халăх хуçалăхĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ тăван çĕршывăн тĕп хулинчех ĕçлет. Кĕçĕнни, Таня, шкулта вĕреннĕ чухнех Раççей шайĕнчи олимпиадăра палăрнăскер, хальхи вăхăтра Мускаври Таможня академийĕнче пĕлỹ илет. Халăх хушшинче хисепе тивĕçнĕ педагог çинчен сăмахăма вĕçленĕ май çакна каласа хăварас килет - шкулта ачасене мĕнле учитель вĕрентнинчен питĕ нумай килет. Ачасем еплерех ăс-тăн илеççĕ, пурнăçра мĕнле пулмаллине вĕренеççĕ - малашнехи кун-çулĕ те вĕсен çапларах килĕ. Николай Полозин пек çакна тĕпе хурса, чунне парса ĕçлекен учительсем районта пурри савăнтарать, малашлăха шанчăклăн пăхма май парать.
Алина КАРПОВА. Источник: "Пирěн пурнăç"

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика