10 февраля 2017 г.
Шĕмшешре пурăнакан, Мăн Этменти вăтам шкулта вĕренекен Валентина Михеевана пĕрремĕш хут эпĕ 2015 çулта районта иртнĕ "Чутай Нарспийĕ" конкурсра асăрханăччĕ. Ун чухне вăл, 9-мĕш класра вĕренекенскер, "Ĕçчен Нарспи" номинацире палăрнăччĕ. Хальхи вăхăтра Валентина 11-мĕш класра вĕренет. Пултаруллă та маттур хĕр вĕренỹри çитĕнĕвĕсемшĕн кăçал республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятран паракан стипендине тивĕçрĕ. Çак эрнере вăл районти ытти шкул ачисемпе пĕрле стипендие тивĕçнине ĕнентерекен Свидетельствăна алла илчĕ. Валентина Михеева вĕренỹре "пиллĕк" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, тăтăшах тĕрлĕ шайри конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене, олимпиадăсене хутшăнать. Акă кăçал вăл, тĕслĕхрен, район шайĕнче иртнĕ олимпиадăсене хутшăнса пилĕк предметпа малти вырăнсене тухма пултарнă. Паянхи кун Валентинăшăн тĕп тĕллев - патшалăх экзаменĕсене хатĕрленесси. Хăйĕн малашнехи пурнăçне вăл медицинăпа çыхăнтарасшăн, ку унăн ача чухнехи ĕмĕчĕ. Вĕренỹре ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех вăл класс, шкул тулашĕнчи мероприятисене те тăтăшах хутшăнать, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать. Пушă вăхăт тупăнсан вара Валя волейболла выляма кăмăллать, е тата тĕрлĕ сăрăсемпе усă курса чунри туйăмĕсене шурă хут çине куçарать. Февралĕн 14-мĕшĕ - Çветтуй Валентин кунĕ - çывхарса килнĕ май эпĕ Валентинăран ăна çак ята кам панине ыйтмасăр чăтаймарăм. "Эпĕ шăпах февралĕн 14-мĕшĕнче çуралнă, çавăнпа та мана атте Валентина ят панă", - савăккăн хуравларĕ хĕрупраç. Апла пулсан пирĕн Вальăна çывхарса килекен икĕ хут уяв ячĕпе саламламалли кăна юлать. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçланса пытăр маттур хĕрупраçăн, малашлăхри пурнăçра çитĕнỹсемпе ăнăçусен вĕçĕ-хĕрри ан курăнтăр. Алина КАРПОВА. Источник: "Пирěн пурнăç"