19 августа 2015 г.
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тунтикун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Унпа пĕрлех района РФ Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина килсе çитрĕç. Вĕсем район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Александр Степановпа Александр Башкиров ертсе пынипе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительствипе, вырма ĕçĕсемпе паллашрĕç, район çыннисен пурнăçĕпе кăсăкланчĕç.
"Коминтерн" хуçалăхра
Михаил Васильевич çулçỹреве Атнар ял тăрăхĕнчи "Коминтерн" ЯХПК-ран пуçларĕ, йĕтем пулнă вырăнта çĕнĕрен туса лартнă тыр-пул хумалли склада çитсе курчĕ. Икĕ пин тонна тырă вырнаçакан склада тумашкăн хуçа-лăх 5 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Альбина Новикова пĕлтернĕ тăрăх, вырма ĕçĕсем аван пыраççĕ. Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 656 гектар çинчен вырса кĕртнĕ, 1220 тонна тĕштырă çапса илнĕ ĕнтĕ. Асăннă хуçалăх районти чи пысăк ялхуçалăх предприятийĕ шутланать. Çак хуçалăх районта туса илекен тыр-пулăн пĕтĕмĕшле пайĕнчен 40 процентне, аш-какайăн 77 процентне, сĕтĕн 57 процентне, кĕскен каласан, районта туса илекен ялхуçалăх продукцийĕн çуррине ытла туса илет. Михаил Игнатьев çултан-çул лайăх аталанса пыракан хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ, ăнăçу сунчĕ.
Çĕнĕ ача сачĕ çĕнĕ сăн кĕртет
Михаил Игнатьев Кивĕ центрти Ленин урамĕнче 160 ача валли хăпартакан ача сачĕн строительствипе интересленчĕ. Строительство ĕçĕсене "Волга - Ресурс" (подряд организацийĕн ертỹçи Сергей Алексеев) пурнăçлать. Ĕçсем палăртнă пекех пулса пыраççĕ. Халĕ строительсем çуртăн юлашки речĕсене кирпĕч хураççĕ. Çак уйăхрах платниксен бригади çурт тăррине тума тытăнмалла. Ача садне çулталăк вĕçĕ тĕлне туса çитерме палăртаççĕ.
Çĕн Ирчемесре - çĕнĕ ФАП
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Çĕн Ирчемес ялĕнче фельдшерпа акушер пунктне уçрĕ. Ăна уçнă çĕре халăх йышлă пухăнчĕ: туя çине таянса утакан ватăсем те, вăйпитти çынсем те, çамрăксемпе ачасем те пур. Савăнăçлă çак пулăм ял уявĕпе пĕр килчĕ. Çавăн пек социаллă пĕлтерĕшлĕ çурт уçăлнăшăн ял çыннисем питĕ савăнчĕç, çакăншăн вĕсем ертỹçĕсене тав турĕç. Малашне фельдшер пункчĕ Уйпуç, Малиновка, Çĕн Ирчемес ялĕсенче пурăнакан 689 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерсе тăрĕ. Сывлăх сыхлавĕнче 25 çул вăй хуракан Светлана Тарасова фельдшер чирлисене тивĕçлĕ пулăшу парĕ. Михаил Игнатьев çĕнĕ медицина учрежденине уçнă ятпа тата ял уявĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ. Республикăра модульлĕ 100 ФАП уçмалли программа ăнăçлă пурнăçланнине, çак ĕç кăçал вĕçленнине палăртрĕ, пирĕн районта кун пекки çитес вăхăтра татах Тихăнушкăнче уçăлмаллине асаилтерчĕ. Михаил Игнатьев районта пулнă май йĕтем çинче пулчĕ, ФАП уçрĕ, ял уявне те хутшăнчĕ. Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи "Елĕм" фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕпе, алĕç ăстисен ĕçĕсемпе паллашрĕ. Хĕрлĕчутайсене яланах маттур пулма ырлăх-сывлăх сунчĕ.
А.ОРИНОВА, А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"