Шутласан, кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн шăпи. Пĕрисем ĕмĕр хушши ĕçшĕн, пурнăç тăвассишĕн хыпса-çунса, ăшталанса пурăнаççĕ. Ларса канма пĕлмеççĕ. Вĕсен вăй-халĕ вĕри çăл куç пек иксĕлми тапса тăрать: пĕр вăхăтрах виç-тăватă ĕç тума ĕлкĕреççĕ вĕсем. Кунĕпе тăрмашнă хыççăн та тăвăнса ÿпкелешмеççĕ, нăйкăшса йĕрмĕшмеççĕ, татах та мĕн те пулин тумалли юлман-ши; тесе, малалла талпăнаççĕ.
Теприсем вара ĕçе аран-аран йăраланса, мĕшĕлтетсе тăваççĕ, хусканăвĕсем те, утти-чуппи те вĕсен люппер, юлхавлă. Ĕçленĕ чухне часах нăйкăшма, ахлатма тытăнаççĕ те ĕçрен пăрăнма сăлтав шыраççĕ. Сăлтавĕ вара часах тупăнать: вăл апла мар, ку апла мар, ку ыратать, вăл ыратать, тата ытти те.
Хăшĕсем вара ĕç вăхăтĕнче чееленме пултараççĕ, ытларах сăмах-юмах çаптараççĕ. Уйрăмах çак пулăм халăхпа ĕçленĕ чух палăрать.
Сăмах паян вĕсем çинчен мар, шăпах пĕрремĕш ушкăнри лара-тăра пĕлмен çынсем çинчен пулĕ.
Çакăн пек ĕçчен алăллă, вăр-вар çынсенчен пĕри вăл Турхан кинĕ, Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Вера Федоровна Трофимова учительница-пенсионер.
Çулсем иртнипе вăйĕ-халĕ чакса пырать пулсан та, чунĕпе малалла ĕмĕтленсе, пурнăçшăн ăшталанса пурăнакан çын вăл.
Çĕмĕрле районĕнчи Мулкачкасси ялĕнче 1942 çулта хресчен çемйинче çуралса кун çути курнă вăл, нумай ачаллă çемьере çитĕнсе пурнăç тути-масине пĕчĕклех ас тивме тÿр килнĕ ăна. Çемьере çичĕ ача ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçчен, вăр-вар алăллă, сăпайлă, тÿрĕ чунлă çынсем пулнă. Ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарса пынă, ачашланса, кахалланса ларма вăхăт пулман.
– Килте ĕç темех çук пулсан та, анне пире ирех, тул çутăлнă-çутăлман тăратса лартатчĕ, – аса илет Вера Федоровна.
Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Ашшĕ Федор Васильевич Андрюшкин (ялта ăна Эдюк тесе чĕннĕ), таврара паллă платник, хурт-хăмăр ăсти, арманçă. Малтанхи арăмĕнчен унăн аллине тăватă пĕчĕк ача юлнă, анчах каярахпа иккĕшĕ чирлесе вилнĕ.
Тăватă ачаллă арçын иккĕмĕш хут авланса 19 çулхи хĕре качча илнĕ. Кун историйĕ хурлăхлă, тарăн шухăшлă пулăм.
Вăтăрмĕш çулсенче пăтăрмахлă, урăм-сурăм тĕрĕсмарлăх, тискерлĕх вăхăчĕ пулнине халĕ пурте пĕлеççĕ. Ялсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем (колхозсем) тума тытăнни, вăтам хресченсене "кулак" шутне кĕртсе пурлăхĕсене туртса илни, хуçисене айăпсăрах репрессилесе тытса хупни, персе пăрахнисем çинчен халĕ эпир чуна çÿçентерсе калатпăр, итлетпĕр. Айăпланнă çынсен çемйисене, ачисене мĕн тери йывăр, нушаллă шăпа пырса çапнине, тĕрĕссипе, кам тÿссе, курса, чăтса ирттернĕ çынсем кăна ăнланма пултараççĕ.
Çак пăтăрмахлă, "тамăкри" пурнăçра "халăх тăшманĕн" çемйинчи çынсене ĕçлеме те йышăнман, ачисене шкулсенче вĕренме те ирĕк паман, пурăнма та вĕсем пĕчĕк витесенче, çĕр пÿртсенче (землянкăсенче) пурăннă. Ирĕксĕрех вĕсен ялсем тăрăх ыйткаласа, тархасласа çÿремелле пулнă. Вĕсене шеллесе, хĕрхенсе пулăшакансем те сахал пулнă. Тĕрĕссипе, хăранă, шикленнĕ.
Çак пурнăçа туллин чăтса ирттерме тÿр килнĕ те ĕнтĕ Елизавета Степановнăн, Вера Федоровна амăшĕн. Вера Федоровнăн кукашшĕ – Степан Фомич Мигушов Пилешкасси ялĕнче вăтам хресчен шутланнă, хăй вăхăтĕнче, ĕçлеме ÿркенменнипе, çирĕп хуçалăх тытнă. Хальхи вăхăтрипе танлаштарсан, пуяннисен шутне кĕртме сăлтавĕ çук – хуçалăхра пĕр лашапа пĕр тиха, пĕр ĕнепе пăру, икĕ сысна, сакăр сурăх, ултă чăхă, пилĕк кăвакал усранă. Халĕ ялти çынсен икшер-виçшер е ытларах та ĕне-вылăх тытаççĕ, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи шучĕ те çук, икĕ-виçĕ машина, кермен пек чул çуртсем.
1930 çулта кил-çурта, пĕтĕм пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе туртса илсе хуçине хупса лартнă, каярахпа, 1937 çулта персе пăрахнă. Çемьери çынсем, ачисем хăйсем çинче мĕн тăхăннă çи-пуç пулнă, çавăнпа тăрса юлнă, ларса çиме пĕр кашăк-чашăк та хăварман.
Елизавета Степановна ун чухне вун пĕр çулхи хĕрача пулнă. Каларăмăр ĕнтĕ, шкулта вĕренме те май пулман ачасен.
Çакăн пек тертленсе пурăнса 19 çула çитнĕ çамрăк хĕрĕн тăватă ачаллă урçана качча тухма тÿр килнĕ. Çапах та çамрăк арăм ĕçрен хăраман, ÿркенмен, ÿпкелешмен, пурнăç тăвассишĕн тăрăшнă, упăшкин ачисене пăхнă. Упăшкипе хăйсем те ултă ача çуратнă. Шел пулин те пĕри чирлесе вилнĕ. Çемьере çичĕ ача пăхса çитĕнтерсе ĕçлеме вĕрентнĕ, çын тунă Елизавета Степановнăпа Федор Васильевич, тăрăшса ĕçленипе хуçалăха çирĕплетнĕ.
Шел пулин те, мăшăрĕ 1964 çулта чирлесе вилнĕ. Упăшкинчен юлсан, Елизавета Степановна тепĕр çирĕм çул пурăннă, ачисене çитĕнтернĕ, вĕрентнĕ, хĕрарăм пуçăнах арçын ĕçĕсене те тунă: вăрман каснă, сухаланă, акнă, лартнă, кил-çурта çирĕплетнĕ. Пурнăçа юратаслăх туйăмĕ хавшаман, чакман унăн, ачисемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă.
Калас пулать, 80-мĕш çулсенче ашшĕн, Степан Фомичăн, таса ятне тавăрса панă, сăлтавсăрах айăпланине йышăннă.
Ялти шкул хыççăн Вера Федоровна Хутарти вăтам шкултан вĕренсе тухнă, шкул хыççăн тĕрлĕ ĕçсенче пиçĕхнĕ. Ашшĕпе амăшĕ, ачисем тăрăшса вĕреннине кура, вĕсене малалла вĕрентме тăрăшнă.
– Вĕренĕр, ачасем, вĕренмен çынна пурте кÿрентереççĕ, улталаççĕ. Хам тÿссе, чăтса курнă, – час-часах калатчĕ вăл ачисене.
– Саккăрмĕш класрах эпĕ малалла мĕнле пурăнасси çинчен шутласа хунă, – шÿтлерех аса илет тепĕр чухне Вера Федоровна. – Шкул хыççăн института вĕренме кĕретĕп, качча тухатăп, икĕ ача тăватпăр, мотоцикл илетпĕр. Халĕ ĕмĕтленни пурнăçланчĕ кăна мар, плана ытлашшипех тултартăм: институтран вĕренсе тухрăм, качча кайрăм, пилĕк ача çуратрăм, машини те пур.
Институтра вĕреннĕ чухне Чутай районĕнчи Турхан каччипе – Петрав Саньккипе – пĕрлешсе çемье çавăрнă, вĕренсе учитель дипломне алла илнĕ, мăшăрĕпе яла килсе Мăн Этменти вăтам шкулта ачасене вĕрентме тытăннă.
Кунта вăл вăтăр çул хушшинче ачасемшĕн юратнă вĕрентекенĕ те, иккĕмĕш амăшĕ те пулнă. Вăл хăйĕн ĕçне юратакан, тăрăшуллă, ăста учитель, ăшă кăмăллă, сăпайлă, таса чунлă çын.
Юлашки çулсенче, шкулти ертÿçĕсем улшăнсан, сăлтавсăрах хĕсĕрлесе шкултан пистересшĕн тăрăшакан çынсен тĕрĕсмарлăхне, сĕмсĕрлĕхне тÿссе курма тÿр килет ăна. Вара унăн ирĕксĕрех вăтăр çул хушши чунне-юнне парса тăрăшнă шкула хăварса юнашарти Серенкассинчи вăтам шкула ĕçлеме куçмалла пулать. Анлă тавра курăмлă, ăш-пиллĕ ăста педагог кунта та часах ачасемпе те, вĕрентекенсемпе те пĕр чĕлхе тупать, ăна кунта хаваспах йышăнаççĕ. Кунта вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай çул хушши ачасене вĕрентсе, ăс парса чун-чĕрине лăплантарнă.
Каларăмăр ĕнтĕ, çемьере Вера Федоровна мăшăрĕпе 5 ача çуратса, пăхса çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă, ĕçлеме вĕрентнĕ. Ачисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.
– Ачасене татах йывăр, пăтăрмахлă вăхăтра пурăнма, вĕренме, ĕçлеме тÿр килчĕ, – пăшăрханать тепĕр чух Вера Федоровна. – Хамăрăн, мăшăрăмпа иксĕмĕрĕн, тÿлек те лăпкă вăхăтра вĕренсе, ĕçлеме май пулчĕ. Уйрăмах Игорь ывăлăмăрăн шăпи йывăр килсе тухрĕ. Офицер-десантник пулнă май, Чечен вăрçине лексе йывăр аманчĕ, хăрах куçсăр юлса инвалид пулса тăчĕ, çулталăк хушши Косовăри пăтăрмахсене те хутшăнса тертленмелле пулчĕ "Паттăрлăх" орденне тивĕçнĕ каччăн.
Тавах Турра! Йывăр аманнă пулсан та, чĕрĕ юлчĕ. Мĕн-мĕн тÿссе-чăтса ирттерме тÿр килмерĕ-ши ывăлăмăра? Пурнăçри тĕрĕсмарлăхсем халĕ те сирĕлмеççĕ-ха ывăлăмăрăн. Йĕрке-саккунĕсем те ăнланмалла мар – унăн вăрçă ветеранĕн инвалид статусне пăрахăçларĕç. Çухалнă куç çĕнĕрен шăтса тухмасть вĕт-ха! – пăшăрханса калаçать пилĕк ача амăшĕ, ĕç ветеранĕ, ăста педагог, учитель-пенсионер, ялти хисеплĕ çын Вера Федоровна.
Çапах та пурнăç малаллах пырать. Ăс-тăнĕпе, чун-хавалĕпе, пурнăçа юратас туртăмĕпе халĕ те-ха Вера Федоровна çамрăксенчен кая юлмасть.
Çаплах пултăрччĕ малашне те, сăвап пултăр ĕмĕре!
|