БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыран – Сывлăш десант çарĕн кунĕ

03 августа 2012 г.

Десантник! Ку ăнлану пирĕн çĕр-шывăмăрăн историнче иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче пуçланнă. Шăпах ун чухне Воронеж çывăхĕнчи çар вăййисенче 12 десантникран тăракан ушкăн парашютпа çĕр çине анса "тăшмана" хăй йăвинче путлантарса задание ăнăçлă пурнăçланă. Десантниксен çар чаçĕсене хавхалантарса йĕркелесе тăраканĕ вĕсен юратнă командирĕ В.Ф.Маргелов пулнă.

Десантниксен çар ушкăнĕсем Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче нумай çапăçусене хутшăнса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Вĕсенчен чылайăшĕ наградăсене тивĕç пулнă. Вăрçă хыççăн та янкăр тÿпе пек кăвак берет-пакунлă хÿтĕлевçĕсем тĕнчери тĕрлĕ çĕр-шыври – Афганистанри, Арави çур утравĕнчи, Африкăри, Чечен республикинчи – вут-çулăмлă хĕрÿ операцисене хутшăннă, мирлĕ пурнăçа хÿтĕлесе хăйсен тивĕçне пурнăçланă.

Пирĕн Чутай тăрăхĕнче те хастар та хăюллă десантниксем сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ Афганистанри, Чечен республикинчи вăрçа хутшăннă. Унтан аманса таврăннисем те, ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнисем те пур.

Мăн Этмен шкулĕнче ĕçлекен физкультура учителĕ Владимир Кукушкин та десантник, 1976-1978 çулсенче Псков çывăхĕнче десантниксен дивизийĕнче службăра тăнă. Халĕ Владимир Валерьянович тăрăшнипе çамрăксем шкултах çар ĕçне юратма хăнăхса пыраççĕ. Вăл тимленипех Мăн Этменти вăтам шкултан вĕренсе тухнă çамрăксенчен чылайăшĕ службăна десантниксен чаçĕсенче ирттернĕ: Шĕмшеш ялĕнчи Петр Михеев Афганистанра çапăçнă, Турханри Игорь Трофимов - Чечен республикинчи, Косовăри пăтăрмахсене хутшăннă, Ваçкаçырминчи Сергей Григорьев – Косовăра пулнă, Пĕчĕк Этменти Денис Елизаркин та, Николайпа Игорь Никифоровсем те, Мăн Этменти Денис Сергеев та – десантниксем. Мучикассинчи Сергей Илюшкин службăра – Псков хулинче, унăн шăллĕ Андрей Илюшкин Новороссийск хулинче, иккĕшĕ те офицер. Тата ытти нумай çамрăк та десантник ятне çÿллĕ шайра тытса пырать.

Ыранхи уяв ячĕпе саламласа Чутай тăрăхĕнчи десантниксене тата вĕсене ачаран пурнăçа, тăван халăха, çĕр-шыва юратма хăнăхтарса, вĕрентсе пынă, вăхăт çитсен пиллесе мирлĕ пурнăçа сыхлама кăларса янă ашшĕ-амăшне телей, ырлăх-сывлăх сунас килет.

Августăн 2-мĕшĕнче 12 сехетре район центрĕнчи палăк умне уява халалласа чечек кăшăлĕ хурĕç. Ун хыççăн çар çыннисене валли патриотизмла юрăсен концерчĕ пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика