БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас салтак-и? Повестка илме ху кай...

02 апреля 2012 г.

Салтак çулĕ çитнĕ каччăсене хăйсен ирĕкĕпе военкомата повестка илме каймалла тăвасшăн.

Çакăн пек саккун проектне тăратнă сенаторсем Патшалăх Думине. Сăлтавĕ – Раççейре 200 пине яхăн çамрăк "повестка илмен" тесе салтака каяссинчен пăрăнса çÿрени. Вĕсене Уголовлă Кодексăн "çар" статйипе те хăратаймăн. Мĕншĕн тесен хальхи саккунпа килĕшÿллĕн каччă повесткăна алă пусса илмен пулсан, ăна айăплама сăлтав та çук пек пулса тухать. Паллах, повестка илнĕ пулсан та çар тивĕçне пурнăçлассинчен тарса çÿрекенсем те пур. Анчах вĕсем "повесткăсăррисенчен" чылай сахал.

Çĕнĕ саккун проектне йышăнсан салтак çулĕ çитнĕ каччăн çурхи е кĕркуннехи призыв пуçланни çинчен калакан Президент Указĕ тухнă хыççăн икĕ эрнерен кая юлмасăр хăй ирĕкĕпе военкомата повестка илме каймалла. Çапла тумасан икĕ çуллăха хупса лартма та пултарĕç. Асăннă саккун проектне хатĕрлекенсем "йĕплĕ пралук" хыçне лекиччен казармăна кайма кăмăл тăвакансем ытларах пулĕç тесе шутлаççĕ. "Эпĕ Президент Указĕ пирки нимĕн те илтмен, çавăнпа та военкомата каймарăм", – йышши сăмахсем айăплавран çăлса хăвармĕç.

Çавăн пекех РФ Ĕç Кодексне те тÿрлетÿсем кĕртесшĕн. Енчен те каччă салтака кайиччен ĕçленĕ пулсан, ĕç вырăнне вăл салтакран таврăниччен упраса хăвармалла тăвасшăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика