БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил ăшшине упракан

13 августа 2011 г.

Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче çуралнă чăваш хĕрарăмĕсен кун-çулĕ пĕр пекрех пулнă пулĕ: ачаллах вăрçă нушине тÿссе ÿснĕ, шкулта нумай вĕренмен, çамрăклах колхоз ĕçне хутшăннă...

Малиновка ялĕнче çуралса ÿснĕ Раиса Михайловна Сетрова пирки те çакнах калама пулать. Нумай ачаллă çемьере çуралнă хĕрĕн ачалăхĕ çăмăл килмен. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чух Раиса çич-сакăр çулта пулнă. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă хĕр тантăшĕсемпе пĕрле колхоз уйĕнче пучах пуçтарнă, авăн çапнă чух кĕлте çавăрнă. Ÿсерехпе пăрусем, сурăхсем пăхнă. Шкулта икĕ класс çеç вĕренме тÿр килнĕ.

1956 çулта Малиновка каччипе Иван Герасимович Сетровпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те колхоз ĕçне хутшăннă. 1971 çулта кивĕ пÿрт вырăнне çĕннине лартнă.

Çын пурнăçĕнче савăнăçлă самант та, хурлăхли те пулать. Ачасем çурални – савăнăç. Ултă ачана кун çути парнеленĕ Сетровсем. Анчах та тĕпренчĕкне пытарнинчен пысăкрах хуйхă çук пулĕ ашшĕ-амăшĕшĕн. Çулталăка та çитеймен хĕр ачи вилни çинчен паян кун та хурланса аса илет Раиса Михайловна.

Турра шĕкĕр, ытти ачисем таса сывах ÿснĕ, пурнăç çулĕ çине тăнă. Асли, Настя, чылай çул хушши кÿршĕ Мари Республикинче пурăннă, ракета çарĕнче вăй хунă. Халĕ мăшăрĕпе Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Галя çемйипе Кисловодск хулинче тĕпленнĕ. Ыттисем хамăр районтах тымар янă: Миша – Хĕрлĕ Чутай салинче, Зоя – Тумликассинче. Кĕçĕнни, Коля, çемйипе тăван килĕнче пурăнать. Йăваран тахçанах вĕçсе тухса саланнă ачисем амăшне манмаççĕ (шел те, Иван Герасимович 2005 çулта çĕре кĕнĕ), тăван киле тăтăшах çÿреççĕ, телефонпа та час-часах шăнкăравлаççĕ. Кисловодскра пурăнакан Галя çеç темиçе çул та ялта пулман – инçе çула кĕскетме çăмăлах мар çав!

– Унччен, чирлесех кайман чух, Кисловодска хĕрĕмпе мăнуксем патне хам та виçĕ хут çитсе куртăм, – тет Раиса Михайловна. – Самолетпа та вĕçсе, пуйăспа та кайса.

Юлашки вăхăтра сывлăхĕ самаях хавшанă кинемейĕн, кăçал вăл операци те чăтса ирттернĕ. Кĕçĕн кинĕ, Ирина, хăйне пĕчĕк ачана пăхнă пек упранине палăртать хунямăшĕ. Кинĕпе хунямăшĕ çирĕм çул ытла пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Коля ывăлĕ аякка ĕçлеме çÿренĕрен кил таврашĕнчи ĕçсем ытларах хĕрарăм çине тиенеççĕ. Çавăнпа та кинне май пур таран пулăшма тăрăшать Раиса Михайловна. Кинĕ ĕне кăкарма кайнă чух пĕрле пăрушне кăкарма çавăтса утать. Яланах кукăль-çÿхÿ таврашне пит ăста хатĕрленĕскер, халĕ те алли ыратнине пăхмасăрах чустапа аппаланать. Çырлана, кăмпана çÿреме те ÿркенмест. Мăнукĕсем те, Юрăпа Ваня, асламăшĕн тараватлăхне туйса ÿснĕ. Халĕ вĕсем тĕп хулара вĕренеççĕ, ялта çулла тата канмалли кунсенче кăна пулаççĕ.

– Ĕлĕкхипе танлаштарсан, пурнăç халĕ çăмăлрах. Çамрăксене валли ĕç вырăнĕсем çукки кăна япăх, – тет Раиса Михайловна. Куçĕ витĕрех мар пулнăран хаçат-журнал таврашне вулаймасть кинеми, район хаçатне вара ăна кинĕ вуласа парать.

Мăнуксем тенĕрен, Раиса Михайловнан вĕсем пурĕ тăххăр. Кĕçĕн мăнукĕ те пур. Ырă кăмăллă асанне-кукамай вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать, пурнăç çулĕпе такăр утма сунать. Мăнукĕсем те ватăна юратаççĕ, хисеплеççĕ.

Пурнăçĕ çăмăл иртмен хĕрарăм хăйĕн телейне ачисемпе мăнукĕсенче тупнă теес килет манăн. Кил ăшшине упраса пурăнакан 77 çулхи ватăн тата нумай çул кун çутипе киленсе пурăнмалла пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика