18 июня 2011 г.
Паян Уйпуç ялĕнче пурăнакан Софья Николаевна Ульянован çемйинче "Жди меня" передачăна хатĕрлекенсем пулĕç.
Раççей телевиденийĕн 1-мĕш каналĕпе пыракан "Жди меня" передачăна куракансем кăмăл тусах йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен вăл пурнăçăн тĕрлĕ сăлтавĕсене пула пĕр-пĕрне çухатакансене тупма шанăç парать. Ахальтен мар Уйпуçĕнче пурăнакан пĕр ватă, хăй вăхăтĕнче район тата ял канашĕн депутачĕ пулнă, халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, хĕрĕх çул çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре ырми-канми, çĕрне-кунне пĕлмесĕр çанă тавăрса вăй хунă, сакăр вун пилĕкрен иртнĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ – Софья Николаевна Ульянова (Майоровская) унăн кăларăмĕсене чăтăмсăррăн кĕтет. Ара, сăлтавĕ çук мар. Çичĕ çул каялла Мускавра юратнă Женя кĕрÿшĕ çухалнă. Унтанпа ун йĕрĕ çине ÿкме ниепле тÿр килмен. Маларах асăннă кăларăма мăнукĕсем виçĕ хут ыйтса çырнă пулин те.
Майăн 13-мĕшĕ...Ăнсăртран кĕмсĕрт темелле-ши; Шалт! тĕлĕнет ватă. Кĕтме пĕлекенсем телейлех-ши вара;! Умранах палланă сăн ÿкерчĕк мĕлтлетсе иртет. Куç илмесĕр тинкерет хисеплĕ кинемей. Самантрах унăн куç çивĕчлĕхĕ таçтан тупăнать тейĕн. Йăлтах палланă, тахçан курнă çын пек. Хăлхине тăратсах итлеме тытăнать çакă. Георгий Дмитриевич Майоровский пирки сăмах пырать иккен. Америка континентĕнче вырнаçнă ăшă Бразилири Сан-Пауло хулинче пурăнакан Раççейри тăванĕсене шырама шухăш тытнă. "Пулма пултараймасть;!", – тет Софья Ульянова. Пÿртре пĕчченскер икĕ пĕççине шарт! çапать. Чунĕ вĕчĕрхенсех, çунсах тухать хайхин. Тарăн аса илĕве путать Соня аппа...
Вĕсем Уйпуçĕнче ултă тăван кун çути курнă. Николай Дмитриевич, унăн ашшĕ çав шутрах (сăмах май, унăн синкерлĕ шăпи пирки 1993 çулта республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçатра çак йĕркесен авторĕ "Майоровскисем халăх тăшманĕсем пулман" ятпа статья пичетлесе кăларнăччĕ, çавăн чухне унпа пĕр варта выртнă Георгий пирки пĕрремĕш хут илтнĕ), Игнатий (1910 çулта çуралнă), ялта пурăнакан Марякпа Нина ашшĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайман, Тверь облаçĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă пĕр тытăçура пуçне хурать.
Георгий Дмитриевич, 1908 çулта çут тĕнчене килнĕ. Çĕр-шыв арки çине кăвар ÿкиччен Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи истори факультетĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Тин çеç вĕренсе тухнă çамрăка Коми республикинчи шкулта директор тилхепине тыттарнă, Пермьри çар училищинчен лейтенант ятне тивĕçнĕ. Унтанах вăрçă вутне кĕнĕ. Харьков патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Острогожскран пуçласа Ольховатка сали таранччен чакса пыракан Хĕрлĕ Çар салтакĕсене хÿтлĕх парса пынă, тыткăна лекнĕ. Темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ çак паттăр салтак.
"Тăван тути – пыл тути, ют çын тути – юн тути", – тенĕ тăван халăхăмăр. Георгий йÿççипе тутлине аякри çĕр-шывсенче питĕ лайăх ăнланма пултарнă. Германи, Итали... Кирек мĕнле çĕр-шывра та чăваш салтакĕн, ял-йыш, пускил, тăван-пĕтен ятне яман, ахăр. Вăл Бразилире хăйĕн телейне тупнă. Çак çĕр-шыв хĕрарăмĕпе çемье çавăрнă. Малтанласа пĕр-пĕринпе хутшăнма чĕлхе йывăрлăхĕ тухса тăнах, паллах, анчах чăн-чăн юрату пурне те çĕнтернĕ, парăнтарнă. Яланлăхах çакăнта чăваш юманĕ пек тымар янă.
Раççейре унăн тăванĕсем, çемйи юлнă... «Вĕсемшĕн тунсăхламан-и;» – тетĕр пулĕ эсир. Туртсах чун-чĕри ыратни паллă. Тăван яла çырнă çырусенче çакă пит аванах курăнать. Акă вĕсенчен пĕринче чăн-чăн чăвашла шăрçаланă сăвă йĕркисем аса килсех кайрĕç Софья Николаевнана:
Çитĕнтĕмĕр кантăр пек,
Салантăмăр кайăк пек...
Халĕ пĕр чĕресри хăйма пек пуçтарăнас вăхăт çитрĕ.
Ас тăвать: вăрçă вут-çулăмĕнчен, тыткăнран таврăннисене КГБ алли витĕр тухтарнă. Аякран, уйрăмах чикĕ леш енчен килнĕ çырусене питĕ тимлĕ тĕрĕсленĕ. Уйпуçĕнчисем хĕн-хур, асап курасран ашшĕ, Николай Дмитриевич, хăйĕн шăллĕ патне янă пĕр çырăвĕнче вăрттăн чĕлхепе çапларах хурав панă: "Сан арăму Ангильяла ятлă ялта пурăнать."
Çапла вара унтанпа кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр çурхи шыв пек шарлаттарса иртсе кайрĕç...
Ольга хĕрĕ пахчаран пÿрте çурхи ĕçсене туса кĕнине сисмерĕ те Софья Николаевна. Сасартăк телефон шăнкăравĕн сассипе шухăш ытамĕнчен вăранчĕ.Çĕмĕрлерен тепĕр хăйĕн чун тĕпренчĕкĕ – Валя иккен.
– Анне, "Жди меня" передачăна пăхатăн-и;! Пичока кăтартаççĕ!!! – Унăн Бразилири София хĕрĕпе Антонио ывăлĕ пиччен Ĕпхÿри Роза хĕрĕпе тĕл пулчĕç. Эпир вара хăçан; Тăван чăнахах пирĕн пит нумай. Уйпуçпеле пуçланса Бразилипех çаврăнать.
Çакăн хыççăн самантрах вĕсем Мускавпа çыхăнчĕç. Тăватă сехете яхăн пычĕ калаçу! Амăшĕпе хĕрĕ пĕр-пĕрне ылмаштара-ылмаштара сăмах вакларĕç.