03 марта 2011 г.
Е.ЕЛЬМОВА, Серенкасси шкулĕн пуçламăш классене вĕрентекенĕ.
Сисĕнмесĕрех сентябрь уйăхĕ те çитĕ. Сирĕн ача пурнăçĕнче пĕрремĕш хут шăнкăрав янăрĕ. Вăл пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш утăм тăвĕ.
Пĕрремĕш класс – ачашăн та, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕшĕн те чăн-чăн пысăк тĕрĕслев. Ача шкулта малашне мĕнле вĕренесси çакăнта никĕсленет. Пĕрремĕш класра ачана вулама, çырма, шутлама вĕрентеççĕ. Чылайăшĕ çак ĕçе çăмăллăнах хăнăхма пултарать, мĕншĕн тесен вĕсем çакна ача садĕнчех тума тытăннă. Лайăх вĕренесси ачана шкула мĕнле хатĕрленинчен те питĕ нумай килет. Ачана килте ашшĕ-амăшĕ шкула мĕнле хатĕрленин лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсене учитель вĕренÿ çулĕн малтанхи кунĕсенчех асăрхать.
Хăш-пĕр ачасем килте тĕрĕс мар пĕлÿ илнине пĕлмесĕрех, пирĕншĕн пурте тахçанах паллă текен шухăшпа шкула пыраççĕ. Çапла, хăйсем мĕн пĕлнине çирĕп шанса-ĕненсе тăни вĕсене урокра тимлĕ итлесе ларма чăрмантарать. Хам шкулта ĕçлесе пухнă опытран акă мĕн куратăп: пĕрремĕш класа килекен ачасенчен чылайăшĕ пĕр-пĕр ĕç, тăван тавралăх, ашшĕ-амăшĕ ăçта ĕçлени çинчен харпăр хăй шухăшне çыхăнуллă, йĕркипе, кĕскен те уçăмлă ăнлантарса пама пĕлеймест. Акă, тепĕр чух тата мĕнле пулса тухать: ача садике çÿремен (майĕ те пулман пулĕ-ха). Амăшĕпе калаçсан ачи пирки вăл: "Пирĕн пĕтĕмпех пĕлет: вулать, çырать, шутлать", – тесе савăнăçлăн пĕлтерет (шкула кайма хатĕр тесе каласшăн). Анчах та, тĕрĕссипе, ача шкула кайма пуçличченех çĕр таран шутлама – шут сăмахĕсене пĕрин хыççăн теприне йĕркипе калама – пĕлни мар, число мĕне пĕлтернине ăнланни кирлĕ.
Ачана ăнланса шутлама кулленхи пурнăçра вĕрентме пулать. Калăпăр, ача садне кайнă чух миçе йывăç ÿснине, пĕр йышши миçе машина иртсе кайнине шутлама ыйтăр. Унтан ачана халь çеç шутласа тупнă число ятне калăр та вăл мĕнле япалан хисепне пĕлтернине ыйтăр. Килти ĕçсене тунă чухне те ачасем аслисене хаваспах пулăшаççĕ. Калăпăр, апат хатĕрленĕ чухне ăна ешчĕкрен пилĕк çĕр улми илсе пама ыйтăр. Унтан çĕр улмине пĕрерĕн пама сĕнĕр, кашнинчех миçе çĕр улми юлнине шутласа пытăр: тăваттă, виççĕ, иккĕ, пĕрре юлчĕ, пĕрре те юлмарĕ. Паллах, çакăн пек пĕр хут кăна шутлаттарни çителĕксĕр.
Ачана шкула кайма хатĕрленĕ чухне ăна коллективра пурăнма вĕрентесси, çынсен шухăшне шута илме хăнăхтарасси пысăк вырăн йышăнать. Ача пур-çук сăлтавшăнах хирĕçет, хăйне тыткаланине хак пама пĕлмест пулсан ăна класри йĕркесене хăнăхса çитме йывăр пулать. Ача хастар, тавçăруллă, хăюллă пултăр, шÿте ăнлантăр, çынсемпе хутшăнма пултартăр тесен ăна хăйĕн тыткаларăшне, ĕç кăтартăвне хак пама вĕрентмелле.
Сирĕн пепкен вĕренÿ ăнăçлăхĕ унăн сывлăхĕ мĕнле пулнинчен те нумай килет. Час-часах чирлекен ача пĕлĕвĕпе юлташĕсенчен юлса пыма пуçлать, хăйĕн вăйне шанми пулать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачан сывлăхне çирĕплетессине те тимлĕх уйăрмалла.
Вĕренÿ – шкул ачин кулленхи ĕçĕ, вăл ăна шухăшлама, тимлĕрех, çирĕпрех пулма хистет. Çак ĕçре ачана вĕрентекенпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ пулăшса пыни, вĕсем шкулпа класс пурнăçне хутшăнни кирлĕ.