28 декабря 2010 г.
Çулталăк хушшинче район шайĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет: "Çуралнă çĕр-шывшăн чĕремĕр юрлать" гала-концерт, Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв, Ăсату каçĕ, Сывлăх кунĕ, Аннемĕр кунĕ... Калас сăмахăм – çак уявсене ертсе пынă Татьяна Артемьева пирки.
Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Татьяна Валерьевна пилĕк çул хушши Мăн Этменти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 2008 çултанпа вара çак шкултах социаллă педагог тивĕçĕсене пурнăçлать. Унсăр пуçне вăл шкулăн профсоюз комитетне те ертсе пырать. Ĕçченлĕхпе пултарулăха пĕр чăмăра пухса тăрăшаканскер, шкулăн, ял тăрăхĕн, районăн пурнăçне хутшăнма та вăхăт тупать. "Шанчăк" фольклор ушкăнĕпе сцена çине тухать, район тата республика шайĕнче иртекен мероприятисене ертсе пырать...
Тăрăшулăхне кура çамрăка темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă. Кăçал вара август уйăхĕнче районта иртнĕ "Пуласлăх пирĕнте" фестивальте Татьяна Валерьевна район администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксен премине тивĕçрĕ.
Хĕрарăмăн ĕç çинчен шутланипе пĕрлех çемйи пирки те манмалла мар. Татьяна та юратнă çывăх çыннисемшĕн – мăшăрĕпе хĕрĕшĕн – чун ăшшине шеллемест.
Паянхи кун пултаруллă та яваплă çамрăк "Юрат тата упра" проекта (çул çитменнисене çапкаланса çÿрессинчен тата преступлени тăвассинчен асăрхаттарасси çинчен) пурнăçа кĕртес тĕллевпе ĕçлет.