БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр чĕлхерен пурăнаççĕ

07 июля 2010 г.

Ачана йĕркеллĕ çитĕнме, пурнăç илемĕпе киленсе пурăнма çемье, унăн ăшши кирлĕ. Лăпкăлăхпа ăшăлăх хуçаланакан çемьере ачасем те сăпайлă ÿсеççĕ. Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Александр Васильевичпа Альбина Анатольевна Ельмовсем те çемьери лăпкăлăха упрас тесе пĕр чĕлхерен пурăнма тăрăшаççĕ. Вĕсем çут тĕнчене виçĕ пепке парнеленĕ: икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Тĕпренчĕкĕсемпе мăнаçланаççĕ вĕсем. Мухтанмалли сăлтавĕ те пур. Кăçал вĕсен аслă хĕрĕ – Елена – Мăн Этмен вăтам шкулне кĕмĕл медальпе вĕçлерĕ. Хĕрĕн ăнăçулăхĕнче ашшĕпе амăшĕн тÿпи пурри каламасăрах паллă. Вĕсем Еленăна шкулта вĕренсе пыма пур майсем те туса панă, кирлĕ вăхăтра канаш-сĕнÿпе пулăшнă.

Çемье пуçлăхĕ шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшать. Йĕрке хуралĕнче ĕçленĕрен çемьере те пурте хăйĕн вырăнĕнче пулнине кăмăллать. Альбина Анатольевна вара лавккара сутуçăра тимлет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика