БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ çул сире, çамрăксем!

26 июня 2010 г.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Çĕнтерÿ лапамĕ хитре кĕпесем тăхăннă хĕр упраçсен тата шукăль тумланнă каччăсен хаваслă куллипе янăраса тăчĕ. Вĕсем ĕмĕрлĕхех шкул саккипе сыв пуллашнине çирĕплетсе Ăсату каçне пуçтарăннă.

Ăсату каçĕ выпускниксен чунĕнче савăнăçпа пĕрлех тунсăх туйăмне хупăрласа илет. Савăнăçлă, мĕншĕн тесен вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. Пĕрремĕш класран тытăнса вун пĕрмĕшĕччен пĕрле вĕреннĕ юлташсенчен, тăван шкултан уйрăлма тивнишĕн вара тунсăх пусать.

– Сире ыранхи кун хăвăр мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пулăшать, – терĕ Юрий Иванович выпускниксене телейлĕ малашлăх сунса. – Аслисен пурнăçĕ яваплăха ÿстерме ыйтать, кашни утăмшăн, сăмахшăн яваплă пулмалла. Ăслă çынпа ăссăрри хушшинчи уйрăмлăха пĕлетĕр-и; Ăслă этемĕн яланах суйласа илме ирĕк пур. Суйласа илнишĕн вара явап тытма пĕлмелле. Ăнăçу тата телейлĕ çул сире!

Ăсату каçĕнчи чи хумхануллă самант вăл – вăтам шкула медальпе вĕçленĕ çамрăксене палăртни. Акă вĕренÿре пысăк çитĕнÿсемпе палăрса кĕмĕл медале Атнарти вăтам шкулта ăс пухнă Алена Храмова, Мăн Этменти Елена Ельмова, Хĕрлĕ Чутайри Татьяна Абакумова, Петр Гусельщиков, Ольга Гусельщикова, Елена Кчеткова, Татьяна Патрикеева, Оксана Ермолаева, Светлана Орлова, Алиса Петрова тата Питĕркассинчи Анна Вазина тивĕçрĕç. Ылтăн медалистсене палăртма уйрăмах кăмăллă. Вĕсен йышне Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнчи Валентина Улянды, Анна Тимакова, Кристина Кудряшова тата Çĕн Атикасси шкулĕнчи Валентина Григорьева, Юрий Давыдов, Александр Ионов, Сергей Париков кĕреççĕ. Маттурсем эсир!

Ылтăн тата кĕмĕл медале тивĕçнĕ яшсемпе хĕр упраçсен ашшĕ-амăшне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов Тав çырăвĕпе наградăларĕ.

Ăсату каçĕ аван иртрĕ. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем уява татах та пуянлатма пулăшрĕç.

Шкул çулĕсем вĕçленчĕç, умра пурнăçăн анлă çулĕ, вăл çамрăксене шав малалла чĕнет.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика