БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр манăçми вăрçă ас тăвăмĕ

17 апреля 2010 г.

Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалласа апрелĕн 9-мĕшĕнче районти "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕнче "Ĕмĕр манăçми вăрçă ас тăвăмĕ" ятпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Чи малтанах пухăннисем районтан Аслă вăрçа хутшăннă, çапăçура паттăрлăхпа палăрнă ентешсем çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç. Вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, çамрăксем нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçса пуçĕсене хунă паттăр салтаксем çинчен кăтартнă кадрсене чун витĕр кăларса хумханса та пăлханса пăхрĕç. Унтан СХТ территорийĕнче пурăнакан З.Д.Кудряшов ветеран вăрçă çулĕсене мĕнле чăтса ирттерни çинчен куççуль витĕр аса илсе каласа кăтартрĕ. Захар Дмитриевич моряк пулнă май, артиллерист-минер тивĕçне пурнăçланă, унăн чи кăткăс та йывăр ĕçсене хутшăнма тÿр килнĕ. Çапах вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, çĕнтерÿпе киле таврăннă. Хыççăн мирлĕ ĕçре тăрăшнă, район аталанăвĕшĕн вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ.

Енкĕлтри ĕç ветеранĕ Ф.Л.Беловшăн та 1941-1945 çулсем – чĕрери сурансем. Ашшĕне ял халăхĕпе вăрçа ăсатни, унтан Ржев патĕнчи çапăçура пуçне хуни çинчен хут килни, амăшĕ мăшăрĕшĕн пĕр вĕçĕм татăлса макăрни 8 çулхи арçын ачан пурнăçĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Хальхинче те Федор Леонтьевич куççульленмесĕр чăтаймарĕ, ылханлă вăрçа пула-çке вăл ашшĕн хÿтлĕхне туйман, тулли çемьере ÿсеймен.

Çĕнтерÿ юбилейне хатĕрленсе шкул ачисем педагогсем ертсе пынипе ватă салтаксемпе тĕл пулса калаçса тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Акă, Мăн Этменти О.Горбунова хăйĕн ват кукамăшĕн йăмăкĕ П.А.Михеева тылра тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Ял хĕрарăмĕ упăшкинчен пилĕк ачапа тăрса юлнă-çке.

Мăшăрĕ вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Вăл паянхи кунччен мăшăрĕн юлашки сыв пуллашу сăмахĕсене ас тăвать: "Мăшăрăм, текех эпĕ сана нихăçан та пулăшаймастăп пулĕ. Турă пулăшса пытăр сана, ачасене лайăх пăх, хăв та 100 çула çитиччен пурăн". Пурнăçра, чăнах та, çапла пулса тухнă. Вăл пĕчченех пилĕк ачана ура çине тăратнă. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн колхоз хирĕнче ырми-канми тăрăшнă.

Питĕркасси шкулĕнчи Оля Михопарова Кÿпешри чи юратнă асламăшĕн О.Ф.Михопарован тылри паттăрлăхĕ çинчен мухтаса каласа пачĕ. Ун чухне 12 çулхи Ольга, ашшĕнчен тăлăх юлнăскер, тăван хуçалăхра аслисемпе тан тар юхтарса ĕçленĕ. Çавăнпа çамрăк хĕр çĕнтерĕве çывхартас ĕçре асламăшĕн тÿпи пысăк пулнишĕн чунтанах хĕпĕртет.

"Ĕмĕр иртет, анчах халăх тăватă çул хушши пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнă, тылра вăй хурса ĕçленĕ çынсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытĕ", – терĕç юлашкинчен Питĕркасси шкулĕнче вĕренекенсем.

Вăрçă ветеранĕсем, вĕсен ачисем паянхи кун та фронтран çырнă виç кĕтеслĕ çырусене упрани çинчен каласа хăварас килет. Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Самсонов Тихăнушкăнь ялĕнче çуралса уснĕ Артемий Угольников фронтран çырнă çырăвĕпе паллаштарчĕ: «Çырас терĕм çыруне, чун юратнă Яша ывăлăм тата Лукари мăшăрăм патне. Чи малтанхи йĕркесенчех хам пурнăç çинчен çырса пĕлтерес тетĕп: пире пуйăс çинчен ансанах юнашар яла илсе кайрĕç, çавăнта пĕр пÿрт хыçĕнче хутланса аран-аран çĕр каçрăмăр, питĕ сивĕ пулчĕ. Халĕ унта лашасем пăхса пурăнатпăр. Ялтан вăрçа илнĕ виçĕ лаши те тĕрĕс-тĕкелех. Анчах çĕр каçма питĕ хĕн. Мĕншĕн-ха хампа пĕрле пиншак илмен, çавăншăн питĕ кулянатăп. Кунта кĕçĕр питĕ хытă тăм ÿкрĕ. Шап-шурă. Пĕр каçра виç-тăватă хутчен тăрса вут патĕнче ăшăнатпăр. Унсăр ниçта та çĕр каçма çук. Пире çаплах салтак тумĕ памарĕç.

Халĕ пире çăкăр кунне 800 грамм параççĕ. Икĕ хутчен пулă пачĕç, сахăр пĕр хутчен. Апат пĕçерсе çиме пăрçа лапши тата кантăр çу... Ачасем пурте питĕ кулянаççĕ хулăн тумтир илменшĕн.

Кунти колхозри йĕтемсем те , уйсем те çаплипех выртаççĕ. Уйри сĕлле вырман, ниçта та ĕçлекен çын курăнмасть, улăхсенче çăвĕпе çулман утă выртать. Çакна курсан хресчен чунĕ кÿтсе килет.

Таса пулсан, тен, каялла таврăнăпăр. Эсир маншăн ан кулянăр. Хăвăр лайăх пурăнăр. Ял-йыша култарса ан пурăнăр. Лукари, мăшăрăм, хăвна сыхла, эсĕ халь йывăр çын. Чипер пурăнăр тата Яшăна лайăх пăхăр, ан чирлеттерĕр, ан ятлăр, вăл пĕчĕккĕ, вылятăр-култăр, çамрăклăх ĕмĕрĕ пит кĕске.

Хăв сырнă çăпата çĕтĕлсен, Çемен мана валли тунă çăпатана сыр, ан хăра ăна сырма, эсĕ ăна вăрламан, уншăн никам та ятлама пултараймасть, сурăх çăмне касăр, хальтерех касăр, Яша валли çăматă йăвалама парăр, кĕре юлсан тутарма йывăр пулать. Çавăнпа та иртерех пама тăрăшăр.

Урăх нимех те çырмалли çук. Ку хутĕнче таса-сывах юлатăп. Сире те таса пурăнма чунтан сунатăп.

Сире пурне те тепĕр хут пысăк салам тата хуньăмсене, пур ял-йыша салам калăр.

Салампа Уртем.

Сентябрĕн 11-мĕшĕ, 1941 çул».

Вăрçă çулĕсенчи аса илÿсемпе тухса калаçакансем чылаййăн пулчĕç. "Çитĕнекен ăру çак хăрушлăха ан куртăр, çамрăксем паттăрсен ырă тĕслĕхĕпе ырлăха вĕренсе тивĕçлĕ çынсем пулса ÿсчĕр", – терĕç ветерансем.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика